Проектсен хисепĕ ӳсет
Республикăра усламшăн ĕçлемен пĕрлешӳсене пулăшмалла кăçал ресурс центрĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – социаллă проектсене палăртса вĕсене пурнăçлама майсем туса парасси. Центр ĕçлеме пуçлани çур çул та çук, апла пулин те çимĕçĕ курăнать. Кăçал республикăри укçа-тенкĕ ĕçлесе илессишĕн çунман пĕрлешӳсем хăйсен проекчĕсене пурнăçлама 117 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ грант тивĕçнĕ. Çулталăк вĕçленмен-ха, коммерциллĕ мар пĕрлешӳсем 45 проекта пурнăçлама федераци шайĕнчи укçана тивĕçни паллă. Çĕнтернĕ ĕçсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен 42 процент ытларах пулнă. Президент гранчĕсен фончĕ урлă 32 миллион тенкĕ илнĕ, 20 ĕç ирттерме палăртаççĕ. Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ урлă 14 проект пурнăçламалла. Вĕсен те укçа-тенки пĕчĕк мар – 27 миллион тенкĕлĕх. Çавăн пекех Раççей çамрăкĕсен грантне тивĕçнисем те пур. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, регион шайĕнче те кунашкал конкурс йĕркелеççĕ. Малтанхи çулсенче Шупашкар хулинчи услампа ĕçлемен пĕрлешӳсем çеç грант илме проектсем тăратнă. Вĕсен хальхинче 107 миллион тенкĕлех проект пурнăçламалла. Кăçалтан Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенчи, Канашпа Шупашкар районĕсенчи коммерцилле мар пĕрлешӳсем те пуçаруллă пулнă. Усламшăн вăй хуман пĕрлешӳсемпе тимлекен ресурс центрĕ грант илейменнисемпе те çыхăну татмасть. Вĕсен проекчĕсене çĕнĕрен тишкерсе çитменлĕхсене палăртаççĕ, çитес конкурса валли хатĕрлеççĕ. Çакна пурнăçлама «Коммерцилле мар организацисен инкубаторĕ» йĕркелесшĕн. Кунтах тивĕçнĕ укçана мĕнле тăкакламалли, отчетсем еплерех тумалли çинчен, муниципалитетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме вĕрентĕç. Донбасри çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене те пулăшмаллине палăртрĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев. Çак енпе тимлекен коммерцилле мар пĕрлешӳсене грантпа тивĕçтерме тăрăшмаллине каларĕ Олег Алексеевич. Алина Сусметова, Игорь Зверев