«Эпĕ – хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетрĕç

Республика кунĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Пултарулăх ăмăртăвне маттур та пуçаруллă, çемье вучахне упракан, общество ĕçне хастар хутшăнакан 415 çын хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен кăмăл-туйăмĕ, малашнехи тĕллевĕсем çинчен тĕплĕнрех Юлия Адюкова каласа парать. Чыса тата мухтава тивĕçнĕ хĕрарăмсене, конкурс çĕнтерӳçисене Чăваш патшалăх филармонийĕнче хĕрлĕ кавир сарса, оркестр сассипе кĕтсе илеççĕ. Черчен пулсан ĕçпе тем тума та ăста вĕсем «анне», «мăшăр» тивĕçĕсене пурнăçлакансем. Вĕсенчен пĕри Шупашкарта пурăнакан Светлана Викторова. Банкра тăрăшакан, юрлама-ташлама юратакан, пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлменскер «Эпир экономикăна çĕклетпĕр» номинацире çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. СВЕТЛАНА ВИКТОРОВА: «Мана çак конкурса садик заведующийĕ – Ижетникова Ольга Игоревна чĕнчĕ. Çавăн пек конкурс пур тесе каларĕ. Эпĕ хам çинчен каласа патăм, хам çемье çинчен, ачасем çинчен, хам ăçта ĕçлеп, менпе пурăнатăп». Çĕрпÿ хулинче чылай çул ветеринарта тăрăшакан Людмила Фёдоровăна вара «Хамăрăн, Чăваш Енĕн» номинацире çĕнтерӳçĕ тесе палăртнă. ЛЮДМИЛА ФЁДОРОВА: «Хамăн ĕçе эпĕ юрататăп. Мана килĕшет, выльăхсене сыватма тата çавăн пекех çынсене пулăшу панă хыççăн хавхалану туйăмĕ манра хуçаланать. Çынсем вĕт-ха хăш-пĕр чухне урамра тĕл пулсассăн, палламастăн пулсассăн та тав сăмахĕ каласан мĕнле вăл кăмăллă. Шанчăк пулнă, хам 1-мĕш вырăн йышăнмасан та, 2-3-мĕш вырăн йышăннă пулсан лайăхччĕ тесе шутлаттăмччĕ». Çĕнтерӳçĕсене саламланă май, регион ертӳçи Олег Николаев хĕрарăмсене малашне те пурнăç таппине илем кӳме, тĕрлĕ тытăмра хастар пулма ăнăçусем сунчĕ. Конкурса хутшăнакансем кăçал 6 номинацире тупăшрĕç. Çĕнтерӳçĕсене палăртма халăх та хутшăннă. Интернет уçлăхĕнче кашниех хăйĕн «сассине» пама пултарнă

12+
61 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии