Хăтлă та меллĕ пулĕ
Хăтлă та меллĕ пулĕ. Республикăра почта уйрăмĕсене çĕнетеççĕ. Ку енĕпе ĕçсене йĕркелеме федераци шайĕнче пурнăçланакан программа пулăшать. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшӳллĕн çулталăк тăршшĕпе регионăн тĕрлĕ ялĕнче почта çыхăнăвĕн 8 уйрăмне юсаса çĕнетмелле. Вĕсенчен пĕри – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче. Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕнче 1400-е яхăн çын пурăнать. Çыру, посылка ямалла-и, коммуналлă хуçалăхшăн укçа тӳлемелле-и - çак тата ытти ĕçе пурнăçлама халăх тăтăшах почтăна çул тытать. Çыхăну уйрăмĕ 1990-мĕш çулсенче çĕкленĕ çуртра вырнаçнине пула унта хăтлăлатмалли, çĕнетсе-юсамалли чылай. Çитменнине тата пӳлĕмре сивĕ, нӳрлĕ сывлăш хуçаланнă, палăртаççĕ почта уйрăмĕн ĕçченĕсем. Социаллă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ объекта халĕ федераци шайĕнче пурнăçланакан программăпа çĕнетеççĕ. Юсав ирттернĕ тапхăрта пăтăрмахсăр пулмасть. Çавăнпа та çивĕч ыйтăва вăрăха тăсса ямасăр татса пама тăрăшаççĕ район администрацийĕн ертӳлĕхĕпе депутатсем. СЕРГЕЙ МАСТЬЯНОВ: "Ку çурт СХПК-ра пулнă, колхоз зданийĕ пулнă. Паянхи кун каласан ĕнтĕ, кунта 3 хуçа, çавăнпа та вĕсемпе кашнийĕнпе калаçса, пĕрле канашласа эпир çак ыйтăва татса паратпăр тесе шутлатпăр». Çĕнĕлекен çыхăну уйрăмĕ XXI-мĕш ĕмĕрти пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ. Кунта йăлана кĕнĕ почта пулăшăвĕсене тивĕçме пулнипе пĕр танах эмел илме те, ăна килтенех туянма та май туса парĕç. Çавăн пекех почтăра патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курма пулать. Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене çĕнетес программа республикăра 2025-мĕш çулчченех пурнăçланĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 289 почта уйрăмне юсаса çĕнĕ сăн кĕртме палăртаççĕ