Çураки вĕçленнĕ
Кăçалхи пек çураки вăраха кайнине ватăсем те ас тумаççĕ. Йĕпе вырăнсем каштах юлнă-ха, апла пулин те 20 пин ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Елчĕксем çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш канмалли кунĕсенче çĕр ĕçченне саламлама пухăнаççĕ. Районти 53 ялтан иккĕшĕ ял-хулана илем кĕртесси пирки калакан программăна хутшăнса тавралăха хăтлăлатма пултараççĕ. 15 ял хуçалăх предприятийĕ тата 60 фермер çĕрсене пăхса тирейлесе тăраççĕ. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый паянхи студи хăни. Нумай ыйтăва уçăмлатрăмăр унпа.