Тăватă ураллă тусĕпе йĕрке хуралĕнче

Татьяна Пафнутова Федерацин айăплав йĕркине пурнăçа кĕртекен Чăваш Енри управленийĕн службăра 15 çул вăй хурать. Аслă инструктор пулса ĕçленĕ май арçынсемпе танах хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Тăватă ураллă шанчăклă тусĕ Оскар ăна пулăшать. Сăнпа черчен, кăмăлпа çирĕп Татьяна Пафнутова. Унпа тĕплĕнрех пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Татьяна Пафнутовăна куç пек кĕтет тăватă ураллă тусĕ – Оскар нимĕç йытти. Йывăр та яваплă ĕçе пурнăçлакан ĕçтешсĕр пуçне вăл шанчăклă тус та. Вĕсем хăйсен ĕçне питĕ юратаççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр арçынсемпе танах Татьяна тивĕçне пурнăçлать. Çак тытăмра вăй хуракансен тӳсĕмлĕ, тĕллевлĕ, сăнавлă, хăвăрт йышăну тума пĕлмелле. Уголовлă йышăнăва пурнăçлакан тытăмра ятарлă йытăсем пур. Вĕсем учреждени таврашне сыхлаççĕ. Усă курма юраман шĕвексене, хутăшсене транспортпа пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа хатĕрленӳ тапхăрĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Татьяна Пафнутова кашни кун юратнă ĕçе савăк кăмăлпа çӳрет. Канмалли вăхăтра та Оскар йыттине курма килет. Унпа тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлать. Çураранах, уйăх çурăран ăна пăхса ӳстерет, професси ăсталăхне хăнăхтарать. Тăватă ураллă туспа сăмах хушмасăрах, куçран пăхса ĕçлеме пултарать Татьяна Пафнутова. Ĕçтешĕсем те ăна питĕ хисеплеççĕ. ВАЛЕРИЙ БАЛАШОВ: «Татьяна Пафнутова уголовлă айăплав 15 çул ĕçлет. Кинологăн тӳсĕмлĕ пулмалла. Пысăк награда вăл – хуçа мухтани. Кашни йытăн хăйĕн характерĕ, темпераменчĕ. Татьяна хăйĕн йыттине лайăх пĕлет. Анчах чи пĕлтерĕшли – йыттăн служба чĕлхине пĕлни».

12+
13 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии