Хăтлă пулмалла, анчах
Раççей Президенчĕ пуçарнипе çулсерен историллĕ тăрăхсене тата пĕчĕк хуласене хăтлăх кĕртес тĕллевпе конкурс йĕркелеççĕ. Чăваш Республики те унта çулсерен хутшăнса пырать. 10 000 çын таран пурăнакан пĕчĕк хуласен йышĕнче пĕрремĕш хут Чăваш Енрен 2019-мĕш çулта Етĕрне хули çĕнтерчĕ. Аваллăха упраса çуртсене, урамсене çĕнетме Раççей хыснинчен 40 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех хăтлалатнă çĕре республика, район нухрачĕ те кайнă. Паян етĕрнесем хăтлă вырăнпа савăна пултараççĕ-и-ха? Хуравĕ – малалла. Пĕтĕмпе 52 миллион тенкĕ. Çак укçа-тенкĕпе хулари тĕп урама йĕркене кĕртмелле, историллĕ вырăнсене илемлетмелле. Урам хĕрринче утма çул, канса лармалли саксем пулмалла. Лартакан йывăç-тĕм хула сăнне улăштармалла. Йывăçран хатĕрленĕ чуччу ачасене çеç мар, пысăккисене те тыткăнламалла. Кафе-ресторан, кану çурчĕ, асăнмалăх япала сутмалли вырăн тата ытти те. Çухрăма тăсăлакан Комсомольски урамĕ Çĕнтерӳ лапамĕнчен пуçласа Сăр çыранĕ хĕррине тухичченех çĕнелмелле. Çутă юписем вырнаçтарнипе çак илеме таврана каç сĕмĕ çапсан та курăнмалла, мĕншĕн тесен кунта çутă юписем вырнаçтармалла. Анчах çаксенчен нумайăшĕ планра çеç юлнă. ВЛАДИСЛАВ СОЛДАТОВ: «Çав япаласенчен, халăхпа çирĕплетнĕ проектсенчен паянхи кун пĕр япалине те туса пĕтермен. Аякранах курăнать унта хуçа çукки. Ача вылямалли вырăнсем те çуккă, паян унта курăк та ӳсмест. Ыйтусем пурне те пăшăрхантараççĕ, çавăнпа вĕсем пире те ыйту лартаççĕ». Кафе-ресторан пулмалли вырăнта витĕр лайăх курăнман пластиклă тăрă витнĕ павильон вырнаçтарнă. Аякран пăхсан вăл çӳп-çап пухмалли вырăна аса илтерет. Унăн хакĕ вара Мускавран çитнĕ Раççей халăх фрончĕн тĕпчев бюровĕн ĕçченĕсене те, етĕрнесене те тĕлĕнтерет. Çĕршывăн тĕп хулинчен федераци хыснинчи укçана мĕнле усă курнине пăхма килнĕ хăнасене, халăх фрончĕн пайташĕсене хĕрарăмсен гимназийĕ те калаçтарать. XIX-мĕш ĕмĕрте çĕкленĕ çурт культура эткерĕн объекчĕ шутланать. ВЛАДИСЛАВ СОЛДАТОВ: «Питĕ пысăк, курăнса тăракан вырăн. Хальхи вăхăтра хĕрачасен вĕренмелли истроикле-палăклă çурт. Вăл паянхи вăхăт пысăк хăрушлăх та кăтартса тарать темелле. Вăл илемлетес вырăнне питĕ япăх курăнса тăрать. Пире яланах ăна хăçан туса пĕтересси пирки ыйтусем параççĕ. Паянхи кун администраци те, республикăра çурт тăвакан министерство та çав ыйтăва татса пама тăрăшмаççĕ». Хăтлă вырăна «Пурнăç йывăççи» пуянлатмалла пулнă. Эскизпа та уйрăлса тăмалла вăл. Çак илеме тума 2 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Кунтах чуччу вырнаçтарнă, анчах ик кунтанах персе аннипе вĕсене юсама леçнĕ. Паян кун та çынсем ярăнса киленеймеççĕ. Хут çинчипе пурнăçлани – куç умĕнче. Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн пайташĕсем ку ыйтупа малалла та ĕçлеме палăртаççĕ. Алина Сусметова, Анна Цинтовская