Пĕлтерĕшлĕ ĕçсем
Кăçал Чăваш Енре ял хуçалăх тытăмĕнче 118 инвестици проекчĕ пурнăçланмалла. Производство объекчĕсене çĕклеме 3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Çак ял хуçалăхне палăрмаллах вăй илме май парать. Укçа-тенкĕ хывни нумай пĕрлешӳ пурлăхне пуянлатмалла. Выльăх-чĕрлĕх тытмалли 50 ферма çĕнелмелле е çĕнĕрен тăвăнмалла. Çакă вара 5 пин пуç валли. Тырă, пахча-çимĕç, çĕр улми упрамалли ангарсем те пулĕç. Паллах, çĕнĕ объект пулсан çĕнĕ вырăн та йĕркеленет. 248 çын ĕçлĕ пулмалла. Апат-çимĕçпе тимлекен пĕрлешӳсем технологи процесĕсене аванлатаççĕ, унсăр пуçне вĕсен продукци ассортименчĕ те пуянланать. Кăçал пĕрремĕш çур çулта çеç Канашри элеватор валли 16 пин ытла тонна тырă тытмалăх вырăн çĕкленĕ. Сăра кăларассипе тимлекен пĕрлешӳ савăтри шыва маркировка тума май паракан хатĕрлĕ пулнă. Çăкăр пĕçерекен завод тавара чĕркемелли оборудованипе пуянланнă. Умра – тепĕр çур çул. Апла пулсан ял хуçалăх тытăмĕнче пĕлтерĕшле ĕçсем тата та нумайрах пулмалла