Тĕрĕс усă курмалла
«Патшалăх аллинчи пурлăха сутса ярасси мар, ăна витĕмлĕ усă курасси – пирĕн тĕп тĕллев. Çакна тĕпе хумалла». Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен ларура палăртрĕ. Иртнĕ çул 34 миллион та 500 000 тенкĕлĕх патшалăх пурлăхне сутнă. Муниципаллă пурлăха приватизацилесе пĕлтĕр 243 миллон тенкĕ тупăш илнĕ. Кăçал тĕрлĕ объект сутса 29 миллион тенкĕрен кая мар илмеллине пĕлтерчĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов. Хальлĕхе кунта хаксене палăртман объектсем кĕмеççĕ. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – энергие перекетлесси, унпа тухăçлă усă курасси. Кăтартусем начар пулнине палăртмалла. Сăмахран, 2021 çулта энергие перекетлес программăна пурнăçланă пулсан 100 миллион тенкĕ ытла упранса юлĕччĕ. Анчах та пĕр миллион тенкĕ çеç перекетлеме пултарнă. «Программăсене ячĕшĕн пурнăçланă. Алран кайтăр тесе тунă», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев муниципалитет ертӳçисене. Районсемпе округсен çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен программа хатĕрлемелле, хуласен çак ĕçе авăн уйăхĕн вĕçĕччен пурнăçламалла хушрĕ вăл. Чăваш Енре паянхи куна 80 килĕшӳ пурнăçланать. Иртнĕ çулта вĕсемпе хыснари 30 миллион тенке перекетленĕ. Энергие витĕмлĕ усă курассипе республика Раççейре 11-мĕш вырăн йышăнать