Хир сыснисем тимлĕхре
Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта нумай енлĕ пулăшу паракан центрăн çĕнĕ уйрăмне çĕклеме палăртаççĕ. Проектпа смета хучĕсене хатĕрлеме пилĕк миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕçсене çулталăк вĕçĕччĕн вĕçлемелле. Проект 2023 çулхи пĕрремĕш кварталра тĕрĕслев тухмалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче нумай ыйтăва тишкерчĕç. Çурт лаптăкĕ 1500 тăваткал метр пулĕ. Вĕсенчен пилĕкçĕрĕшне нумай енлĕ пулăшу паракан центр йышăнĕ, ыттине çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ. Çĕнĕ центра хута яни патшалăх пулăшăвĕсемпе анлăрах тата меллĕрех усă курма май парĕ. Районсенчи нумай енлĕ пулăшу паракан центрсенче тĕплĕ юсав ирттерĕç. Ку шута Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Элĕк тăрăхĕсем кĕреççĕ. Документ çаврăнăшне электронлă меле куçарас ĕç те малалла пырать. Каяша уйрăм пуçтарма Чăваш Енре икĕ пин ытла контейнер илеççĕ. Вĕсене туянма районсемпе хуласене республика хыснинчен укçа уйăрĕç. Ĕçе пурнăçлама Чăваш Ене федераци хыснинчен те нухрат килмелле. Çак çăмăллăха илме республика кăçал ятарлă конкурса хутшăннă. Унпа килĕшӳллĕн федераципе республикăн укçа-тенкĕне пĕрле хывмалла. Хытă каяшсене икĕ уйрăмпа пуçтарĕç – типписем тата йĕписем. Спорт та тимлĕхре. «Сокол» клуб хоккеисчĕсене шалу тӳлеме республика хыснинчен укçа уйăрĕç. 25 спортсмена çулталăкне пилĕк миллион та 400 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Унчен шалăва ырă çынсене явăçтарнипе тӳленĕ. 2022 çулта хир сыснисене тытма та чараççĕ. Ку йышăну чĕрчунсен хисепĕ 10 хут чакнипе çыхăннă. Иртнĕ çулта африка чуми сарăлма чарас тĕллевпе хир сыснисене чылай пенĕ. Чĕрчунсем çул çинче те сахал мар вилнĕ. Алексей Зотиков, Павел Иритков