Çур çул юлса пырать

Ĕç йĕркинчен ултă уйăх юлса пырать. Сăмах Чăваш Ен тĕп хулинчи Граждански урамĕ пирки пырать. Кунта иртнĕ çултанпа çул тăваççĕ. Объекта кăçал çулталăк вĕçĕнче хута ямалла. Ĕç хăвăртлăхне ӳстерес тĕллевпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин вырăна çитрĕ, лару ирттерчĕ. Пĕр енче тимĕр утсем çӳреççĕ, тепĕр енче çул тăвакан техника ĕçлет. Граждан урамĕнче пурăнакансен вара нуша курма тивет. Çулĕсем ансăр, çурт çумĕнченех иртсе каяççĕ. Урампа çуран çӳреме те май çук. РОЗА ДЕМЕНЦОВА: «Пирĕн енче вара канавсем чавса траншейăсем чавса пăрăхсем хучĕç. Çав чавнине каялла хупламарĕç пăрăхсем хунипе. Халĕ унта çĕр купаланса тăрать. Эпир халь хăраса кăна тăратпăр. Ирĕлтерсе ярсанн пирĕн шурлăхра çÿремелле атă тăхăнма тивет». Чарăнăва тухма та кунта чылай утмалла. Вăл инçе пулнипе мар, çук. Утма май пур вырăна шыраса, çаврăна-çаврăна тухаççĕ чарăнăва. Лару-тăрупа, паллах, пурте кăмăлсăр. Мĕншĕн çуран çӳреме майсем туса паманнине ыйтаççĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин çак çитменлĕхе пăрахăçлама хушрĕ. Çынсем çул çине тухасран хӳмесем лартмаллине каларĕ. Ĕçлĕ ларура ĕç йĕркинчен юлнă сăлтавсене те тĕпчерĕç. ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «90 проценчĕ яхăн сетьсем тĕрĕс мар пулнă. Кашни утăмра эпир тупатпăр пăтăрмахсем. Тем пек пирĕн ачасем тăрăшсан та вăхăт чылай иртсе кайрĕ. Гражданский урамне çĕнĕлле тăвас пулсан эпир ăна çур çулта туса пĕтерме пултарнă». Хальлĕхе проект та тĕрĕслеврен тухман. Ăна сахалтан та тепĕр икĕ эрне кĕтмелле. Проект алăра пулсан ĕç хăвăртлăхне ӳстерме шантараççĕ çул тăвакансем. Алексей Зотиков, Роза Деменцова, Сергей Емельянов

12+
9 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии