Хăçан хута кайĕ?

Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ пулсан та шкул тата ача сачĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем халăха çав-çавах «калаçтараççĕ». Сăмах – йĕркерен кая юлса пыракан строительство ĕçĕсем пирки. Шупашкарти «Сад» микрорайонти шкул, «Благовещенски» микрорайонти ача сачĕ халĕ те хăйсен алăкĕсене уçаймаççĕ. Чăваш Ен Правительствин пайташĕсем тата Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем палăртнă объектсене вырăна çитсе тĕрĕслев ирттерчĕç. «Сад» микрорайонта çĕкленекен çĕнĕ шкул – Чăваш Енри чи пысăк пĕлӳ çурчĕсенчен пĕри пулмалла. Унта 1605 ача вĕренĕ. Анчах, халех мар. Объектра строительство ĕçĕсем юлса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра проектпа-смета докуменчĕсемпе çыхăннă ыйтусем пур. Хушма ĕçсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕн сметине палăртас тĕллевпе вĕсене экспертизăна янă. Республика ертӳлĕхĕ тăкаксене саплаштарма пулăшма хатĕр. Чăваш Енри министрсен кабинечĕн ертӳçин çумĕ Владимир Степанов, ĕçлекенсен йышне ӳстерсе темиçе сменăпа вăй хума тăрăшмаллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ шкул валли педагогсен йышне йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Пĕлӳ çурчĕ уçăлсан ачасен йышĕ 100-проценчĕпех туллассипе иккĕленӳ çук, палăртрĕ Чăваш Енри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Шкул вĕренекенсене хăçан йышăнасси – хальлĕхе паллă мар. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчи 3-мĕш чĕрĕкре ачасем парта хушшине ларма пултарассинче шанăç пур. «Благовещенски» микрорайонта çĕкленекен ача сачĕ те çивĕч ыйтуллă объектсен йышĕнче. Санкцисене пула чылай строительство хатĕрĕсем хакланнă. Çавна май хушма йывăрлăхсем сиксе тухнă. Ĕçсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесси хальлĕхе паллă мар, мĕншĕн тесен документсен пĕр пайĕ экспертизăра. Ача сачĕ валли тĕрлĕ оборудовани, теттесем туяннă, çитес вăхăтра вĕсене вырнаçтарĕç. Чăваш Ен Правительствин пайташĕсем объектсенчи ĕç-хĕле тимлĕхре тытаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачасен вара хальлĕхе «мехел» çитессе кĕтсе пурăнма тивĕ. Юлия Адюкова, Рената Волкова, Сергей Емельянов

12+
16 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии