Добавить
Уведомления

Ĕмĕр сӳнми çулăмăн пайне Чăваш Ене çитĕ

Утă уйăxĕн 1-мĕшĕнче Раççeйре тыл ĕçченĕсен кунĕ пулĕ. Ăна Çĕнтерĕве тылра туптанă паттăpсене сума суса çирĕплетеççĕ. Çaк кун Чăваш Республикинче "Чĕмсĕp чикĕ çĕклекенсене" халалланă астăвăм комплексне хута ярĕç. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Ĕмĕр сÿнми çулăм. Çĕнтерÿ тата Астăвăм палли. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса лартнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене халалласа Раççейри пĕрремĕш мемориал комплексĕ уçăлĕ. Паллă мар салтак вил тăпринчен çинчен илнĕ Ĕмĕр сÿнми çулам пай Куславккари Мемориал комплексĕнчи Ĕмĕр сÿнми çулăма чĕртĕ». Мускав, Чулхула, Дзержинск, Шупашкар. Ĕмĕp сӳнми çyлăмăн маршручĕ кĕcке мар. Вăл ĕç мухтавĕ ята тивĕçнĕ хуласем витĕр выртать. Чулхулана çyлăма тимĕр утсенчен йĕpкеленнĕ колоннăпа илсе çитереççĕ. Çyл çинче cӳнсе ан лартăр тесе ăна ятарлă лампăпа илсе килеççĕ. – Çак юхăм та, ман шутпа, питĕ тивĕçлĕ япала, мĕншĕн тесессĕн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăх вăл, паллах, Çĕнтерÿне çывхартас ĕçе те самаях никĕслеме май парса пынă, пулăшу кÿрсе пынă. Юхăма тăсса малалла эстафетăна Екатеринбурга парăпăр эпир. Мемориал комплексĕнче интерактивлă музей, часавай та тума палăртаççĕ. Ку çитĕнекен ăpăва Тăван çĕршывăн Аслă вăpçин историпе паллашма май парĕ, патриотла воспитани ĕçĕнче те пысăк витĕм кӳpĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Ĕмĕр сÿнми çулăм, чăнах та, сÿнмен. Ăна нимĕнле вăй та сÿнтерме пултараймасть. Эпир халĕ çул çинче çулăма Чăваш Ене аванах илсе çитеретпĕр».

12+
3 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии