Пĕрлехи суйлав кунне хатĕрленеççĕ
Кĕçех Чăваш Енре авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕрлехи суйлав кунĕ иртет. Паян республикăри Общество палатинче сăнавçăсен штабĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрĕç. Кăçалхи уйрăмлăхсем çинчен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов каласа пачĕ. Чăваш Енре аван уйăхĕн 11-мĕшĕнче 19 муниципалитетра депутатсене суйламалла. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен депутачĕсен пухăвĕсене палăртмалла, пĕтĕмĕшле 375 мандат улăштарма тивет. Республикăра Красноармейски тата Çĕмĕрле муниципалитет округĕсем йĕркеленнĕ. Суйлавра 403 000 çын хутшăнма пултарать. Ку республикăри сасăлакансен 44 проценчĕ шутланать. Республикăри общество палатинче общество сăнавçисен штабĕ те ĕçлет. Общество палатине Ванифатий Шайкин ертсе пырать. "Уçăлăх, тĕрĕслĕх, саккуна пăхăнса суйлава пурнăçласси тĕпре", – терĕ вăл çак кампание хатĕрленнĕ май