Чи чаплă класс ертӳçи
Вĕренекенсемпе çивĕч ыйтăва сӳтсе явмалла, ашшĕ-амăшĕпе воспитани ыйтăвĕсене тишкермелле, «Эпĕ – класс ертӳçи» пултарулăх конкурсĕнче палăрмалла. Шупашкарта 17-мĕш хут «Чи лайăх класс ертӳçи» конкурсăн хулари тапхăрĕ иртет. Хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме вунă вĕрентекен 45-мĕш шкула пухăнчĕç. Вĕренекенсен пăшăрханăвĕсене класс ертӳçипе ашшĕ-амăшĕ пĕрле сирмелле. Çавна май тачă çыхăнса ĕçлемелле. Ачасене тĕрĕс-тĕкел воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех класс ертӳçи те яваплă. Ачасем шкулта чылай вăхăт ирттереççĕ. Эппин, унăн та вĕренекенсем çине витĕм кӳмелле, шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупмалла. АНГЕЛИНА ПОТАПОВА: «Эпĕ ку конкурса пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Çĕнтерессе шанатăп. Хумханатăп. Хамăн ăсталăха ӳстересшĕн çак конкурсра эпĕ, аталанасшăн». Ангелина Потапова 9-мĕш класс ертӳçи. Унăн вĕренекенĕсен çулла экзаменсем тытмалла. Çакă класс ертӳçин яваплăхне чылай ӳстерет. Ангелина Потапова евĕр ăсталăха туптама конкурса тата 9 вĕрентекен хутшăнать. Вĕсем пурте, паллах, класс ертӳçисем. ТАТЬЯНА ЕРШОВА: «Чи лайăх класс ертӳçи», ман шухăшпа, тăрăшуллă çын пулмалла, ачасене ăнланакан çын пулмалла, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçлеме тăрăшкан çын пулмалла. Шкула юратакан, ачасене юратакан. Çав вăхăтрах Тăван Çĕршыва юратни питĕ кирлĕ». Ыйтăва тарăннăн тĕпчени, пĕр-пĕрне хисеплеме, итлеме тата илтме вĕрентесси, кашни ачана тишкерĕве явăçтарасси тата ытти те. Çакна пурнăçлама класс ертӳçин ачасемпе пĕрлех хăйĕн те аталанмалла. СВЕТЛАНА БЛИНОВА: «Паян эпир çак конкурсра класс ертӳçине мĕнле вĕсем ачасемпе ĕçлеме пĕлнине, ашшĕ-амăшпе пĕр чĕлхе тупнине, тата хăйсен ăсталăхне уроксенче мĕнле кăтартса панине. Çавна хаклатпăр». «Эпĕ – класс ертӳçи» пултарулăх конкурсĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăна кашни вĕрентекен хăйне евĕрлĕ хатĕрленĕ. Сăмахран, Шупашкарти 45-мĕш шкул вĕрентекенĕ Мария Федорова сцена çинче ачасемпе ташларĕ. Хулари тапхăрта çĕнтерекен Шупашкар чысне республика шайĕнче хӳтĕлĕ. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин