Добавить
Уведомления

Пур киле те кăвак çулăм çиттĕр

Кашни çурт патне газ пăрăхĕсене тӳлевсĕр илсе çитермелле. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çултах Хушу кăларнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пайташĕсем «Хула хутлăхĕ» проект хатĕрленĕ. Унпа килĕшӳллĕн газ пăрăхне кил-хуçалăх чикки таран тӳлевсĕр илсе çитереççĕ. Малалли вара – проект тăвасси, пăрăха пахча е картиш урлă пӳрте кĕртесси, кăмака, счетчик, ыттине туянасси тата вырнаçтарасси – çынсен шучĕпе. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Единая Россия» парти пайташĕсем пуçарнипе уйрăм çуртсем патне газ çитересси, вырăсла каласан, догазификация çинчен калакан программа пурнăçланать. Кунта çакна та палăртмалла. Уйрăм çыннăн хуçалăхĕ таран кăвак çулăма тӳлевсĕрех çитĕнтереççĕ. Чăваш Енре ку программăпа 63 000 кил-çурта газ çитермелле. Вĕсем 1 435 ялпа хулара вырнаçнă». Асăннă программăпа газ кĕртме ыйтса çыракан заявкăсене паян республикăра 50 ытла вырăнта йышăнаççĕ: «Газпром газораспределение» филиалĕсенче, газ участокĕсенче, абонент пункчĕсенче. Çавăн пекех Госуслуги портал урлă та ыйтса çырма пулать. Заявкăсене нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ

12+
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии