Курăк çулаççĕ, апат хатĕрлеççĕ
Хĕвеллĕ çанталăк тăни нумай ĕçе пурнăçлама май парать. 17 районти хуçалăхсенче хĕрсех кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 26 000 ытла гектар çинче пурнăçланă. Çĕрпӳ, Пăрачкав, Муркаш, Канаш районĕсенче хатĕрленĕ çĕр 3 000 гектартан та иртет. Çав вăхăтрах куславккасем, каçалсем, сĕнтĕрвăррисем, вăрмарсем çак ĕçе пуçăнман-ха. Паян тата хуçалăхсенче хĕрсех выльăх валли апат хатĕрлеççĕ. Кун пирки – малалла. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паян пур районта та нумай çул ӳсекен курăка пĕр хутчен çулма тухнă. 66 000 ытла гектара парăнтарнă та. Çакă палăртнин 77 проценчĕ. Шăмăршă тата Çĕмĕрле районĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ. Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче пĕр çул ӳсекен курăка 1300 ытла гектар çинче çулнă. Мăйракаллă шултра выльăх валли утă та хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе 64 000 тонна хатĕр те. Вăрнарсем ку енпе пуçаруллăрах. 7 000 тонна – вĕсен тӳпи. Сенажа республикипе 149 000 тонна янтăланă. Çакă кирлин çурри çеç. Ешĕл апат хатĕрлесси пĕлтĕрхи кăтартуран юлса пырать. Елчĕк тата Шупашкар районĕсем техĕмлĕ апат тăвассипе лайăх ĕçлеççĕ – 22 000 ытла тонна пур та. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче хатĕрленĕ сенаж 500 тонна та çук. Çичĕ районта силос тăваççĕ. Ăна пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартуран 3 000 тонна ытларах хатĕрленĕ