Кĕвĕ вăй-хăвачĕ вĕçĕмсĕр

Кĕвĕ чун хĕлĕхĕсене пырса тивекен, кăмăла çĕклекен пулăм. Унсăр пурнăç та кичем. Кĕвĕре пурăнма парнелекен асамлă вăй упранать тейĕн. «Юрлакан гитара» ушкăн та кĕвĕ вăй-хăватне сăмах вĕççĕн çеç мар, ĕçпе те çирĕплетет. Шăпах асăннă ушкăн сцена çинче юрăсене тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕпе килĕшӳллĕн куракан патне илсе çитерессипе ĕçлекенсенчен пĕри пулнă. Аслă ăрурисем ас тăвакан, çав вăхăтрах çамрăксем тĕслĕх илекен ушкăн пирĕн хулана та çитрĕ. «Синий иней» юрра илтмен çын çук та пулĕ. Шапах ăна «Юрлакан гитара» ансамбль шăрантарнă. Халĕ ушкăн солистчĕсем улшăнса пыраççĕ пулин те, халăх вĕсене 70-мĕш çулсечни пекех кăмăллать. Электрогитара, параппан тата кăмăллă пикен илĕртӳллĕ сассийĕ. Куракансем концертра чунпа канчĕç, илемлĕ юрăсемпе киленчĕç. – Ансамбль пирĕн вăхăтри, юрăсем вăл вăхăтрисем лайăх, хальхи пек мар. Килĕшеççĕ пире. Концерт курма килтĕмĕр. Пирĕн вăхăтра пурте, пур юрăсем те хитре, лайăх пулнă. Пурте килĕшнĕ. Ку та килĕшнĕ. 1966-мĕш çулта йĕркелесе янă ушкăн темиçе ăрăва пĕрлештерсе тăрать тейĕн. Владимир Васильев ушкăн никĕсленнĕренпех кунта вăй хурать. Сцена уншăн тахçанах тăван кил пулса тăнă тейĕн. Милена Вавилова вара хăйĕн илемлĕ сассипе кашни хуларах куракана тыткăнлать тейĕн. Вăл 2003-мĕш çулта çак ушкăна лекнĕ.Юратнă ĕç чăн-чăн чун киленĕçĕ пулса тăнă уншăн палартать юрăç. Шупашкарта та «Юрлакан гитара» ушкăна кăмăлласа йышăнчĕç. Çамрăклăх авăрне путаракан уяв каçĕпе кашниех кăмăллă юлчĕ. Маргарита Мельникова, Валерия Егорова, Семен Антонов

12+
12 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии