Добавить
Уведомления

Тава тивĕçлĕ пушарнăй пулĕ-ши?

«Тава тивĕçлĕ çăлавçă» ятпа Чăваш Енре тăрăшакансене чыслаççĕ-ха. Анчах та вăл пушар хуралĕн, çавăн пекех çак ĕçпе çыхăннă ытти тытăмăн ĕçченĕсене хавхалантарма май памасть. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ пушарнăйĕ» хисеплĕ ят пулсан аванрах пулмалла. Çак ыйтăва та çĕклерĕç общество канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Чăваш Республикинче тава тивĕçлĕ ятсен шучĕ 40-е яхăн. Унсăр пуçне ырми-канми тăрăшакансене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ, орден-медаль парса хавхалантараççĕ. «Тава тивĕçлĕ çăлавçă» ячĕ те пур, анчах вăл уйрăм пĕрлешӳсенче вутпа кĕрешекенсене, хăйсен ирĕкĕпе çулăма сӳнтерме хутшăнакансене тав тума май памасть. «Хĕрлĕ автанпа» кĕрешекенсене Атăлçире пилĕк регионта «Пушар хуралĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа хавхалантараççĕ. «Тава тивĕçлĕ çăлавçă» ята вара 9 регионта параççĕ. Çак икĕ хисеплĕ ятпа вара Мари Элта, Пенза, Самара, Ульяновск облаçĕсенче чыслаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Тава тивĕçлĕ пушарнăй» ятне туса хурас шухăшпа килĕшнине каларĕ. Инкек алăкран шаккасан хăйсен сывлăхне шеллемесĕр çула тухакансем хисепе тивĕç пулнине каларĕ вăл. Анчах пĕр тытăмра ĕçлекенсем валли икĕ хисеплĕ ят кирлĕ-и - çакă калаçтарать те. Унашкал отрасльсем пур-ха. Сăмахран, медицина, строительство тытăмĕнче вăй хуракансен икшер хисеплĕ ят, анчах унта ĕçлекенсен хисепĕ те пысăк. Акă, сывлăх сыхлавĕнче çеç 40 000 çын тăрăшать. Пушар хуралĕн, çăлав службисенче вара - 5 000. «Тава тивĕçлĕ пушарнăй» ята туса хурса хисеплĕ ятсен ретне анлăлатмалла е ăна «Тава тивĕçлĕ çăлавçă» вырăнне туса хумалла - Олег Алексеевич хальлĕхе татса калама тăхтарĕ. Списока анлăлатни хисеплĕ ятсен сумне чакарма та пултарать-çке. Çавна май ку ыйтăва депутатсене, экспертсене явăçтарса сӳтсе явмаллине палăртрĕ вăл. Иван Иванов, Алина Сусметова, Николай Скворцов

12+
38 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии