Усламçăсен ярмăркки иртрĕ
Фермер, повар, çĕвĕç, капăрлăх ăсталакан тата ыттисем те. Хăйсен пултарулăхне аталантарса услам ĕçне пуçарнă хастарсем ярмăрккăна пуçтарăнчĕç. Вĕсем тавар сутса тупăш тунипе пĕр танах пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тата çĕнĕ партнёрсемпе хутшăнусем çирĕплетме пултарчĕç. Ярмăрккана «Манăн бизнес» центр йĕркеленĕ. Унта хăйсен ĕçне пуçарнă алла яхăн хастар тӳлевсĕрех хутшăнма пултарчĕç. Вĕсенчен кашниех пĕр-пĕр кăсăклă енпе аталанать: кам илемлĕ теттесем çĕлет, кам вара йывăçран тĕрлĕ хатĕр ăсталать. Шупашкарта пурăнакан Людмила Семёновăна та чун киленĕçĕ услам ĕçне пуçарма май панă. ЛЮДМИЛА СЕМЁНОВА: «Манăн хамăн чăвашла капăрлăхсем кашни кун çакса çӳрес килетчĕ, шырасан унта-кунта хама валли капăрлăх тупаймарăм, çавăнпа та эпĕ хам тума тытăнтăм. Манăн капăрлăхсем йĕсрен, латунь, вăл хаклă йышши металл мар, çапах та питĕ илемлĕ. Ăна тасатма та пулать. Вăл ĕлĕкхи пек те пулма пултарать». Хăйсем çине ĕçлекенсем туса илекен тупăшран налуксем те тÿлеççĕ. Çак енпе тăрăшакансем валли чылай çăмăллăх пур. Вĕсем тӳлевсĕрех услам ĕçĕпе çыхăннă пĕлӳ илме тата юридици пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Çавăн пекех хăйсем çине ĕçлекенсене патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать, вĕсене реклама, сайт йĕркелеме субсиди те параççĕ