Тĕрев мелĕсене палăртрĕç

Чăваш Енре санкцисем вăхăтĕнче экономикăна аталантарма пулăшас тĕллевпе штаб йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш ларăвĕнче тĕрлĕ тытăмри тĕрев мелĕсене тата йывăрлăхсене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев экономика аталанăвĕнчи йывăрлăхсем халăхшăн çĕнĕлĕх пулманнине палăртрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласа хальхи вăхăт таранччен те кризис тапхăрĕпе çыхăннă çивĕч ыйту пĕрре мар пулнă. Вĕсене кашнинех ăнăçлă татса панă, хальхинче те çаплах пулмалла. «Раççей Правительстви граждансемпе услам тытăмне тĕревлемелли саккунсен пуххине хатĕрлени – пысăк пулăшу», – терĕ Олег Алексеевич. Санкцисем кĕртни кашни тытăмах шар кăтартать. Сăмахран, промышленноçри çивĕч ыйтусем – килĕшÿсем çирĕплетме йывăррипе, тавара çĕршывран илсе тухма ирĕк çуккипе çыхăннă. Çак ыйтăва татса пама Чăваш Енри экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов регион пĕлтерĕшлĕ пĕрлешÿсен йышне кĕртмелли йĕркене çĕнĕрен пăхса тухассине пĕлтерчĕ. Палăртнă переченьре хальлĕхе 76 организаци. Ларура санкци тапхăрĕнче услам тытăмне тивĕçтермелли хушма пулӑшу мелĕсене пăхса тухрĕç, штабра йĕркеленнĕ пĕчĕк ушкăнсем малалла мĕнле ĕçлессине те палăртрĕç. Çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕрпе «Элара», «Химпром», «Сеспель» тата ытти предпредприяти ертӳçисем паллаштарчĕç. ЕВГЕНИЯ БЕЛИКОВА: «Тĕслĕхрен, теплицăсенчи котельнăйăн мĕн-пур оборудованийĕсем Германи тата Голланди çĕршывĕсенчен. Шел пулин те, Раççейре ун пек товарсем хальлĕхе çук. Атьăр квалификацисене çĕнететпĕр. Эпир чылай продукцие хамăр патрах туса кăларма пултапартпăр вĕт». Штаб пайташĕсем лавккасенче апат-çимĕç тата ытти тавар çителĕклĕ пулнине, çавăн пекех вĕсен хакĕсене те сăнаса тăрĕç. Республикăри предприятисен экономикăри лару-тăрăвĕ те кунсеренех тимлĕхре пулĕ. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Павел Иритков

12+
9 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии