Шупашкарта парафестиваль иртрĕ
Шупашкарти «Спартак» спорт комплексĕнче парафестиваль иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ районтан тата хуларан килнĕ ăмăртуçăсем хутшăнчĕç. Вĕсем бочча, «Джакколо» тата «Шаффлборд» вăййисене вылярĕç. Чылайăшĕ çак сăмахсен пĕлтерĕшне пĕлмеççĕ те пулĕ, пирĕн корреспондент вĕсене тĕпчеме тăрăшрĕ. «Феникс» сусăрсен спорт клубĕ йĕркеленĕ парафестиваль пĕрремĕш хут иртмест. Вăл «Çăмăл старт» проект виçинче пурнăçланать, анчах та кăшăллă вирус икĕ çул алхаснă хыççăн ăмăртакансем пĕр-пĕрне тин çеç тĕл пулчĕç. Пурĕ 52 çын хутшăнчĕ çак тупăшăва. Вĕсем Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Канашран, Çĕмĕрлерен, Çĕрпӳрен, Муркашран тата Етĕрнерен килнĕ. Ăмăртуçăсем бочча, дартс, «Джакколо», «Шаффлборд» енĕпе вăй виçрĕç, унсăр пуçне кӳмепе ăмăртса чупрĕç. ВАСИЛИЙ ТИМОФЕЕВ: «Малтан шурă мечĕксене ывăтмалла, кайран пĕрремĕш кăвакки перет, унтан – хĕрли. Камăн юлашкинчен кăвак мечĕк е хĕрлĕ мечĕк патнерех пулать – çавă çĕнтерет». «Шаффлбордра» хăвăн пĕчĕк мечĕкӳсене тĕртсе ярса хирĕç тăраканăн мечĕкĕсенчен ирттерсе ямалла. Балсене шутласан çĕнтерӳçĕне палăртаççĕ. «Джакколора» йывăç шашкăсене сĕтел тăрăх шутарса тĕл лектермелле. ЕЛЕНА ВАСИЛЬЕВА: «Çак вăййа выляма çăмăлах та мар темелле-и, йывăрах та мар ĕнтĕ. Унта шашкисене пуçтармалла. Мĕн чул нумайрах кĕртен – çавăн чул лайăхрах». Кӳмепе чупакансен йышĕнче Илья Паргеев çĕнтерчĕ. Вăл 8 çул спортпа туслă, парабадминтон енĕпе Раççей спорт мастерĕ ята илме тивĕçнĕ. ИЛЬЯ ПАРГЕЕВ: «Эпĕ 2014-мĕш çултанпа парабадминтонпа хатĕрленме пуçланă. Çавăн пек фестивале Юрий Петрович ирттернĕ чух кашни çулах çавăн пек хутшăнатпăр». Çак парафестивале пуçарса яраканĕ – Юрий Степанов. Унăн ячĕ-сумĕ республикипех, Чăваш Ен тулашĕнче те кĕрлесе тăрать. Вăл сывлăх енчен хавшанă, çапах та кăмăл туйăмпа хĕрнĕ хурçă пек çирĕп ăмăртуçăсене малашне те çĕнтерӳ патне ăнтăлма тӳсĕмлĕх, сывлăх сунчĕ. Нихăçан та йывăрлăха ан парăнăр тесе пиллерĕ, ăмăртуçăсене чысларĕ. ЮРИЙ СТЕПАНОВ: «Ку ĕç ĕнтĕ вăл ман обществăлла ĕç. Эпĕ уншăн шалу илместĕп. Çавăн пек ĕç туса пырса хама питĕ лайăх туятăп, мĕншĕн тесен эпĕ ырă ĕç тăватăп тесе шутлатăп».