Граждан урамне çул сараççĕ
Шупашкарти Граждан урамĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Республикăри транспорт министрĕ Владимир Осипов, Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри пайташĕсем пордрядчик хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçланине вырăна тухса тĕрĕслерĕç. Шупашкарти Граждан урамĕнчи çула юсани никама та канăç памасть. Кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен тĕп юсав ĕçĕсем пуçланнă. Вĕсем вăраха кайнипе çынсем кăмăлсăр. «Икшер сменăпа ĕçлетпĕр, 70-80 çын тăрăшать, çапах та шута илмен тăкаксем нумай», – тет çул тăвакан пĕрлешĕвĕн ертӳлĕхĕ. ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «Паянхи кун пирĕн чи проблемăллă 3 вырăн тăрса юлчĕ – Грасиса, Эльменя урамĕсем, Гражданское кольцо. Çак кольцо патĕнче Ростелекомăн 6 кабель вырăнне 12 кабель сиксе тухрĕ. Вĕсене уçă мелпе каçарасшăн. Машинăсене 2 куна чаратпăр. Çĕрлехи вăхăтсенче çак кабеле хурса хăварасшăн. Унта вĕсем нумай. Ку – пĕрремĕш пăтăрмах». Граждан урамĕнчи çула «Хăрушсăр паха çулсем» наци проекчĕпе юсаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та темиçе хутчен подрядчик ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртнăччĕ. Ирсерен объектра çынсем сахал, ĕç кал-кал пыманни, графикран кая юлса пыни куçа тăрăнать тесе палăртнăччĕ. Реконструкци ĕçне «Дорисс» компани пурнăçлать. Сулахайри çула 50 процент таран юсанă, сылтăмрине – 80 таран. Проектра чылай йăнăш янипе те ĕç вырăнтан тапранаймасть, йывăрлăхсем чылай тесе палăртрĕç юсавпа паллашнă май тĕрлĕ тӳре-шара. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Эпир малтанах калани вăл – документсем йăнăш пулни, кĕтмен çĕртен тупăнсах тăраççĕ. Ытти ĕçсене тума кансĕрлеççĕ. Çак ĕнтĕ вăл системăллă йывăрлăх теме пулать, мĕншĕн тесен кун пек йывăрлăхсене пĕрремĕш анчах курмастпăр эпир. Шкулсем тунă чухне те, ача сачĕсем тунă чухне те, ытти çулсене тунă чухне те çакăн пек йывăрлăхсем тупăнсах тăраççĕ». Проектпа килĕшӳллĕн çул тăвакан пĕрлешĕвĕн Граждан урамĕнче çутăпа тивĕçтермелле, тротуарсем сармалла, ешĕл йывăç, курăк лартмалла. Çапах та çак микрорайонта пурăнакансем ĕçе вăраха ямасăр часрах вĕçлеттересшĕн. СВЯТОСЛАВ ПЛАТОНОВ: «Хăвăртрах туса пĕтермелле, паллах. Ачасене коляскăпа илсе тухма питĕ йывăр. Ватă çынсене те çӳреме питĕ йывăр пулĕ. Хамăра та – таçтан çаврăнса килмелле». Çав вăхăтрах сарнă çул паха пулмалла теççĕ Шупашкарта пурăнакансем. ЭЛЬЗА ИЛЬИНА: «Тĕплĕ тумалла, васкамалла мар. Чиперех тăвăр». «Доррис» аванс 780 миллион тенкĕ илнĕ. Ку пĕтĕмĕшле укçан 80 проценчĕ. Объектра 430 миллион тенкĕ ытлалăх укçа пуçтарнă. Çавăнпа та юсав проектне пурнăçлакан пĕрлешĕвĕн Çĕнĕ çулччен палăртнă ĕçе пурнăçламах тивет. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин