Икĕ халăх — икĕ шăпа
Икĕ халăх – икĕ шăпа. Çак ятпа Тутар Республикинчи Халăхсен туслăх çуртĕнче тутар халăх поэчĕн Ренат Харисăн тата чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ренат Харис Петĕр Хузанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине тутарла вуларĕ. Тутарстан халăх поэчĕ Петĕр Хузанкайпа туслă пулнă. Чăваш литературипе тата чăваш чĕлхин хитрелĕхĕпе Ренат Магсумовича шăпах Петр Петрович паллаштарнă. Петĕр Хузанкай шăпах ăна «Вĕç-вĕç, куккук» юрра юрлама вĕрентнĕ. Ренат Харис Валери Туркайпа тахçанах туслă. Чăваш халăх поэчĕ тутар поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарать. Уйрăмах ăна Муса Джалиль тата Габдулла Тукай пултарулăхĕ кăмăла каять. – Тăван чĕлхе атте-аннен ытарайми эткерĕ, эс çеç мана пĕлӳ тĕнчин çӳл тӳпине çĕклерĕн. Аннен сăпка юрри пулса мана эс сиктереттĕн, кайран вара эс каçсерен юмах итлеттеретĕн. Икĕ халăх мĕн авалтан туслă пурăннă. Атăл е Идель вĕсене пĕрлештернĕ. Вĕсен пĕр шăпа тесен те йăнăш пулмĕ. Пултарулăх каçĕнче икĕ халăх поэчĕ чылай сăвă вуларĕç. Чăваш тата тутар артисчĕсем юрă ташăпа савăнтарчĕç