Хурçă ут хире тухма хатĕр-и?

Хĕвел çӳлелле те çӳлелле хăпарать. Апла пулсан акана тухмалли вăхăт та çывхарать. Чăваш Енре иртнĕ эрнерен хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ. Вăл уйăха тăсăлать. Пĕлтĕр республикăра 26 000 ытла техника шута илнĕ пулсан, 15 000 тĕрĕслев витĕр тухнă. Тишкерекен хурçă утсен хисепĕ кăçал тата та нумайрах пулмалла. Республикăри патшалăх технадзор инспекцийĕн пуçлăхĕпе Владимир Димитриевпа Алина Сусметова та черетлĕ çул çӳревре пулчĕ. Вĕсем Комсомольски районĕнчи хуçалăхри техника тăрăмĕпе паллашрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕнче иртенпех тĕрĕслев пырать. Акана хутшăнма хатĕрленекен 13 трактора, 5 прицепа инспектор тишкерет. Геннадий Бормотин ачаранпах хурçă утпа туслă. Ашшĕ механизатор пулнă май, уроксем хыççăн яланах паркалла ун патне чупнă. Çавăнпа та ку тĕрĕслев уншăн чăрмав мар, яланхиллех тĕплĕн хатĕрленнĕ. ГЕННАДИЙ БОРМОТИН: «Хальхи тракторсен ытларах электроника. Электроника вăл кăткăс япала. Вĕсен обслуживани урăхларах. Хамăр пĕлсе пĕтермесен тепĕр чухне йывăртарах пулма пултарать, кĕнеке, интернет тăрăх пăхма пулать. Вăхăтра пăхса тăмасан хирте те уни-куни пулма пултарать. Пирĕн хире тухса мĕнле те пулин ытларах ĕçлеме тăрăшмалла». Çĕнĕ трактор шанса пани ăна тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. «Ĕлĕкхи тата хальхи» – çакна Геннадий Геннадьевич питĕ те танлаштарма пултарать. ГЕННАДИЙ БОРМОТИН: «Хальхи тракторсене елĕкхипе танлаштарма çук. Хальхисенче кабинăсем те герметичнăй, тусанпа ĕлĕкхи пек варланмастăн. Ĕлĕк килнĕ – хуп-хура, халь ун пек мар, тасарах. Ĕç условийĕсем те. Хальхи техникăпа ĕçлеме лайăхрах». Хуçалăхра техника паркне çулсерен çĕнетсе пыма тăррашаççĕ. Кунта хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăна кăмăллаççĕ. ВАЛЕРИЙ МИХЕЕВ: «Ют çĕршыв техникипе усă курмастпăр. Техникисем лайăх пуль. Ман унчченех çакăн пекех шухăшсем пулнă. Вĕсене ремонт тума пуçласан питĕ йывăр лекесрен хăранă. Çавăнпа хамăр техникăпа çеç ĕçлетпĕр. Техникăна туяннă вăхăтра патшалăх пулăшăвĕпе питĕ усă куртăмăр. Çак программăпа 3 трактор «Беларусь» илтĕмĕр, комбайн тата ытти те». Комсомольски районĕнче 1256 техникăна шута илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 13 единица ытларах. Паллах, тĕреслемелли техникăн хисепĕ те ытларах. Инспекторсем районти хуçалăхсем тĕрĕслеве лайăх хатĕрленнине палăртаççĕ. ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Çак хуçалăх пур техникăна çуракинче йышăнаканнине 100 процент таран хатĕрлесе кăтартрĕç. Хам та пăхкаларăм, пĕчĕк кăлтăксем пур кăштах, вĕсене кĕске вăхăтра çакăнтах пĕтереççĕ». – Пирĕн тĕрĕслев хăçанччен пырать тата çак таранччен миçе процент пурнăçланă-ха? – Кăçалхи тĕрĕслев иртнĕ эрнере çеç пуçланчĕ ял хуçалăхĕпе. Паянхи куна 10 процент патне çитсе пырать. Вĕсем кĕске вăхăтра тĕрĕслев ирттереççĕ. Пĕлтĕрхинчен показательсем пысăкрах пулнине палăртнă. Çĕнĕ техника килнĕ, патшалăх пулăшнă». Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев техника тĕрĕслевĕ пирки тĕплĕнрех «Эрне» кăларăмра каласа парĕ

12+
25 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии