Юлашки шăнкăрав ырă çул пиллет

Паян шкулта вĕренсе тухакамсемшĕн юлашки шăнкăрав сас пачĕ. Нумай-нумай хĕрпе каччă тăван шкулĕпе, юратнă вĕрентекенĕсемпе, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сывпуллашать. Республикăри 5 000 ытла вунпĕрмĕш класри хĕрпе каччăшăн, 12 000 яхăн тăххăрмĕш класра вĕренекеншĕн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи Александр Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче те юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене ырă çул пиллерĕ. Чăваш кадет корпусĕнчен 149 ача вĕренсе тухать. Юлашки шăнкăрав – выпускниксемшĕн хурăхлă, çав вăхăтрах хаваслă кун. Кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансем хăйсен пурнăçне çар тытăмĕпе çыхăнтарасшăн. Каччăсемпе хĕрсен 60 проценчĕ çар аслă шкулĕсене вĕренме кĕме палăртать. Малтан вара экзаменсене тивĕçлĕ паллăсемпе тытмалла. ЕЛЕНА КРАСНОВА: «Малалла пире экзаменсем кĕтеççĕ. Математика, общество, русский, физика, хăшĕ-перисем химипе биологи параççĕ. Эпĕ вырăс чĕлхи, математика, обществознание. Эпир кунта мĕнле направленипе вĕренетпĕр ВКС. Малашне те çав направленипе каясшăн. Мĕншĕн тесен вăл мана питĕ килĕшет». Пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксем çирĕп чунлă, хăюллă, çĕршыва хӳтĕлеме вĕренеççĕ. Ăна вĕсем сăваплă ĕçпе танлаштараççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Сирĕн умра – анлă çул. Тĕрĕс, пĕлсе усă курма тăрăшăр çакăнта илнĕ пĕлӳпе. Ăнăçу, телей сире», – терĕ. Аслисен сăмахне кĕçĕннисем ăша хывнă та ĕнтĕ. ОЛЬГА ЯЛУГИНА: «Эпĕ 9-мĕш класс вĕренсе пĕтеретĕп, малалла 10-мĕш класа каясшăн. 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерсен эпĕ салтака каятăп. Пирĕн халĕ экзаменсем пуçланнă, эпир экзаменсем тытатпăр». Яш-кĕрĕм хăйсен вĕрентекенĕсене тав туса ăшă сăмахсем нумай каларĕç, Çамрăксен куçĕсем те шывланчĕç. Юлашки шăнкăрав кашни чун-чĕрине хумхатрĕ, ăшă туйăмсем çуратрĕ. Экзамен тытма хатĕрленекен аслă классенчи вĕренекенсемшĕн вара юлашки шăнкăрав сасси яланхиллех асра тăрса юлĕ. Вăл çамрăксене пурнăçăн аслă çулĕ çине тăма хатĕрленни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Юрий Марков

12+
36 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии