Чăваш Ен «Раççейшĕн»
Раççейĕн тĕп пайĕ, Атăлçи, Урал, Çĕпĕр. «Раççейшĕн» патриотла марафон çĕршывĕпех иртет. Ăна ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тверь хулинче пуçарнă. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен марафон 30 ытла хулара иртмелле. Ку йышра халĕ Чăваш Ен тĕп хули – Шупашкар та пур. Чăваш Ен тĕп хулинче Дмитрий Певцов виççĕмĕш хут пулчĕ. Раççей халăх артисчĕ Шупашкар чаплă пулнине палăртать. Дмитрий Анатольевич хула ятне яланах хайĕн юррисене кĕртнине пĕлтерчĕ. АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Çак юрăсене итленĕ хыççăн эпĕ хытă мухтанатăп Раççей çĕршывĕпе, мĕншĕн тесен ку питĕ патриотлă концерт. Тата та малалла та çакăн пек аталанмалла пултăр». Тăван çĕршыва юратасси историнчен пуçланать. Мăн асаттесемпе мăн асаннесен паттăрлăхне çамрăксен пĕлмелле. Тăнăç пурнăçшăн пуçне хунă кашнин ятне ĕмĕрех асра хăвармалла. Çак ĕçе тата та вăйлатмалине палăртрĕ Дмитрий Певцов. Артистăн кашни юрри мăнаçлăх туйăмне çуратать. АНАСТАСИЯ СЫНЧУКОВА: «Питĕ савăнатăп çак концертра пулнăшăн, мĕншĕн тесен ман юратнă артистсем юрлаççĕ. Эпĕ вĕсене яланах итлеме тăрăшатăп, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн чĕресенче патриотизм кăмăлне çуратаççĕ. Уйрăмах Дмитрий Певцов юррисем мана питĕ килĕшеççĕ». Концерта ытти артист та хутшăнчĕ. Сăмахран, Донецк хулинче çуралнă Анна Ревякина. Вăл пурнăç икĕ тапхăра пайланнине калать – 2014 çулччен тата хыççăн. Куракана Анна хăй çырнă сăввипе паллаштарчĕ. НАТАША ФЕДОРОВА: «Эпĕ концертра пулса куртăм. Мана питĕ килĕшрĕ. Анна Ревякинăн сăвви чуна пырса тиврĕ». Концерт чун хĕлĕхĕсене тиврĕ пулсан лекцинче вара çĕнĕ пĕлӳ илчĕç. «Пĕрле пулар», «Çĕнĕ майсем», «Тĕнчере Раççей мĕнле вырăн йышăнать». Кун пирки студентсене тĕплĕн каласа катартрĕç. ДАРЬЯ АРХИПОВА: «Çак лекцисем пирĕн тавракурăма ӳстерме пулăшаççĕ. Лекцисем питĕ интереслĕ пулчĕç. Эпĕ хамăр çĕршывпа тата хытă мăнаçланма пуçларăм». ЮРИЙ ЗАХАРОВ: «Эпĕ кунта хама валли нумай çĕнĕ япаласене пĕлтĕм. Çакăн пек мероприяти питĕ кирлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пире çĕршыва юратма тата мухтанма вĕрентеççĕ. Эпĕ çĕршыва питĕ юрататăп, питĕ мухтанатăп». Çутĕç форумĕн тĕп шухăшĕ – яшсемпе хĕрсене çĕршыв аталанăвне явăçтарасси. Сăмахран, Антон Лукаш эксперт тĕнчери экономика хутшăнăвĕсене нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансемпе танлаштарчĕ. Лекцинче çĕршыври паллă çынсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен те каласа кăтартрĕç. Чылайăшĕ вĕсенчен Тăван çĕршывшăн пуçне хунă. КИРИЛЛ ТЕПЕЕВ: «Эпĕ хамăн Тăван çĕршыва питĕ хытă юрататăп. Çак форум хыççăн вара тата вăйлăрах юратма пуçларăм». «Раççейшĕн» юрă-кĕвĕллĕ тата патриотла марафон çĕршыври ытти хулана çитĕ. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин