Чарусем хăратмаççĕ

Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе кăçал 8 çул çитрĕ. 2014 çултанпа çĕршыв санкцисен серепинче аталанать. Ют патшалăхран кӳрсе килекен таварсене Раççейрех кăларасси кăçал каллех çивĕчленчĕ. Чăваш Енри предприятисем çак ларура мĕнле ĕçлеççĕ? Çакăн пирки – пирĕн сюжетра. Чăваш Ен тĕп хулинчи «Экра» предприятинче çирĕпленсе çитнĕ йыш. Кунта вăй хуракансем ĕç условисемпе кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Юратнă ĕçре тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хума хатĕррине калаççĕ. НИКОЛАЙ ГРИГОРЬЕВ: «Пирĕн йĕркеллĕ аталаканса пыракан предприяти. Эпĕ кунта 15 çул майлă ĕçлетĕпп. Мана хамăн ĕç килĕшет. Укçине те вăхăтра параççĕ». Николай Григорьев санкцисенчен хăрамастпăр тет. Ахăртнех, вĕсем çĕршыв экономикине аталанма пулăшнине калать вăл. Николай сăмахĕпе ĕçре нимĕн те улшăнман, саккассем кăна ӳсеççĕ. Предприятинче пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлени тĕп вырăнта. Пандеми те хăй витĕмне кӳнине палăртаççĕ кунта. Пайсене складсенче илсе хурасси, тĕрлĕ мелсем шырасси, тавара çитерме май тупасси. Шăпах çав вăхăтра пуçланнă хатĕрленӳ тапхăрĕ. Предприяти ĕçне нимĕн те чарса лартмалла мар. Кирлĕ хатĕрсем, пайсем Раççейрех пур. Вĕсене кăларакан заводсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Чикĕ леш енчисенчен вĕсем пĕрре те кая мар, хăшĕ-пĕрисем ирттереççĕ-мĕн. Предприятин продукцине Раççейре кăна мар, унăн тулашĕнче те хапăл тăваççĕ. «Эппин, нимĕнле санкцисем те пире хăратмалла мар», – палăртаççĕ предприяти ĕçченĕсем

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии