Добавить
Уведомления

Пĕлӳ çурчĕсене тĕрĕслеççĕ

Паян тĕрĕслев комиссийĕ Шупашкарти 47-мĕш пĕлӳ çуртĕнче пулчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ, техника юсавлăхĕ, апат-çимĕç пахалăхĕ – тата ытти ыйтăва куçран вĕçертмерĕç тĕрĕслевçĕсем. Пӳлĕмсенче çутă пур-и, арканнă сĕтел-пукан çук-и? Шыв тумламасть-и? Хуть те мĕнле вак-тĕвеке те шута илеççĕ комисси пайташĕсем. Кашни япала вырăнлă пулмалла, унсăрăн инкек тухас хăрушлăх пысăк. Чи малтан тĕрĕслевçĕсем апатлантармăша çул тытрĕç. Апат-çимĕçе сивĕтмĕшре тĕрĕс упраççĕ-и? Температура йĕркине пăхăнаççĕ-и? Комисси кунта кăлтăк тупаймарĕ. Спортзалра турник, тĕтĕм тухнине сасă кăларса хыпарлакан хатĕр та вырăнтах. Çутă пралукĕсене те хупласа сыпăнтарнă. Пушар хуралĕн инспекторĕсем çак вырăнсене уйрăмах сăнаса пăхаççĕ. РИММА КИРИЛЛОВА: «Шкула килнĕ комиссии документсене тĕрĕслерĕç. Кабинетсене, спортзалсене пăхса çӳрерĕç. Мĕнле ĕçленине пăхрĕç, пушар сигнализацийĕсене тĕрĕслерĕç. Лайăх ĕçленине палăртрĕç. Çулăм пирки хыпарлакан тытăм лайăх ĕçлет терĕç». Синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем пушартан хӳтĕлекен автоматика тытăмне ярса пăхрĕç – кăлтăк çук. Пушар тухсан вут-çулăма сӳнтермелли хатĕрсем ятарлă вырăнта пулмалла. Тĕрĕсрех каласан – ал айĕнче. Унсăр пуçне кĕмелли, тухмалли алăксем те лайăх уçăлса хупăнмалла. Ку енĕпе Шупашкарти 47-мĕш шкулта йĕркене пăсман. Комисси мĕн пур документа тишкернĕ хыççăн çак вĕренӳ учрежденийĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче ачасене йышăнма хатĕррине палăртрĕ. Регина Кубайкина, Николай Скворцов

12+
18 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии