Хĕвеллĕ кун савăнтарать

Тинех хĕвел вăйлăрах та вăйлăрах хĕртме пуçларĕ. Ăшă кунсем çитни çĕр çинче ĕçлекене те савăнтарать. Хирте машин-трактор сасси татăлмасть. Чăваш Енре хальлĕхе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 179 000 ытла гектар çинче акнă. Çакă – палăртнин 87 проценчĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 200 000 ытла гектара парăнтарнă пулнă. Шутлă кунсемпе усă курса юлмалла. Республикăра талăкне 3 000 гектара яхан ĕçе кĕртеççĕ. Елчĕксен акмалли лаптăк пысăк. Хальлĕхе вĕсем 19 000 яхăн гектара ĕçе кĕртнĕ. Хĕрлĕ Чутай тата Йĕпреç районĕсем тĕш-тырра сахал акаççĕ. Вĕсен паянхи кăтартăвĕ 4 000 ытларах гектарпа çеç танлашать. Республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕк, Пăрачкав, Муркаш, Куславкка районĕсенче кĕçех ака пăтти çимелле. Çав вăхăтрах каçалсем палăртнин çурри ытларахăшне çеç пурнăçланă. Тĕш-тырă акнă вăхăтрах çĕрулми лартса та ĕлкĕрмелле. Йĕпреçсемпе тăвайсемсĕр пуçне ытти районта ку ĕçе 1900 ытла гектар çинче пурнăçланă. Иртнĕ çул çак вăхăтра «иккĕмĕш çăкăра» ик хут ытларах лартса ĕлкĕрнĕ. Патăрьелсен лаптăкĕ хальлĕхе чи пысăкки – вĕсем 400 ытла гектара парăнтарнă. Шăмăршăсем кĕçех çĕрулмие лартса пĕтереççĕ. Чăваш Енри 4 район хăмлапа ĕçлет. Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпӳ тата Етĕрне районĕсенче хальлĕхе 83 гектар çинче хăмла çакнă. «Симĕс ылтăн» тымарне 92 гектар çинче каснă

12+
21 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии