Экономика тăнăçлăхĕ — тĕпре
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн çарпа промышленноç комиссийĕн коллеги председателĕн çумĕпе Олег Бочкаревпа тĕл пулчĕ. Вăл оборона тытăмĕ валли ĕçлекен предприятисем валли кăларакан продукципе паллашнă. Оборона тытăмĕ валли тĕрлĕ хатĕр кăларакан предприятисем икĕ енлĕ усă куракан продукци кăларасшăн. Республикăра ку енпе 10 пĕрлешӳ ĕçлеме пултарать. Вĕсем çĕршыври çарпа промышленноç комплексĕн тытăмĕ валли вăй хураççĕ. Патшалăх саккасне пурнăçлакан предприятисен шăпине çăмăллатас тĕллевпе тĕп материалсемпе тивĕçтерекен пĕрлешӳсем кăларакан тавар хакĕсене патшалăх шайĕнче йĕркелесе, тытса тăрасшăн. Ку ют çĕршывран илсе килекен продукци вырăнне хамăрăнни çине куçса кайма май парать, ăна çĕршыврах туса кăларма çăмăллăх туса парасшăн правительство шайĕнче. Ют çĕршыв компанийĕсем Раççейре ĕçлеме пăрахнипе нефть, газ, металлурги тытăмĕнче вăй хуракан предприятисем Чăваш Енре кăларакан продукцисене туянасси пирки пĕлтернĕ. Çавăнпа та ку санкцисем пире аталанма май параççĕ, - терĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.