Çурт-йĕр строительстви аталанать
Чăваш Республикинче тата çĕршыври ытти регионта çурт-йĕр строительствин аталанăвĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă проектăн «Стимул» программăпа çыхăннă. 2022 çулта Чăваш Ене 5 объект валли 174 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă, вĕсенчен 144 миллион тенкĕ ытларахăшĕ – патшалăх бюджетĕнчен. Кăçал «Стимул» программăпа килĕшӳллĕн Шупашкарти 7-мĕш микрорайонăн 2-мĕш çулне йĕркелесе пĕтереççĕ. Хальхи вăхăтра объектра çутă тăсаççĕ тата асфальт сараççĕ. Зоя Яковлева урамĕнче 3-мĕш микрорайон çулне те çĕнетеççĕ. Çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ, кĕçех йывăçсене касаççĕ, юлашки документсене хатĕрлеççĕ. Çав урамрах «Олимп» тата Шупашкарти 7-мĕш микрорайонсенче çумăр, ытти шыв-шур юхмалли пăрăхсене те тăваççĕ. Ĕç-пуçа çурла уйăхĕнче вĕçлеме хатĕр. Хальлĕхе «Олимпра» строительствăпа монтаж ĕçĕсене пĕтернĕ, района тирпейлемелле çеç тăрса юлнă. 7-мĕш микрорайонта вара грунт сапса çĕрпе шайлаштараççĕ. «Стимул» программăра шывпа тивĕçтерес ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрнă. Шупашкарти Королев академик, Граждан, Дементьев урамĕсенче тата «Акварель» микрорайонта шыв пăрăхĕсене хута ярас ĕç пурнăçланать. Строительсем палăртнă объектсене кăçал çурла уйăхĕнче туса пĕтерма шантараççĕ. Çак программăпах усă курсан пĕлтĕртенпе «Çĕнĕ хула» микрорайонти тасату сооруженийĕсене хута ярас ĕç кал-кал пырать