«Вилĕмсĕр полк» акци иртĕ
Кĕçех Çĕнтерӳ кунне паллă тăвăпăр. Çĕнтерӳçĕсен ячĕсене упраса хăварас тĕллевпе çулсерен «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркеленет. Кăçал та унта кашниех хутшăнма пултарать. Пысăк ушкăнпа ырă пуçарăва хутшăнсси ырă йăлана кĕчĕ темелле. Халĕ хатĕрленӳ тапхăрĕ пырать. Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ кăсал çак пуçарăва? Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ паттăрсене халалласа ирттерекен «Вилĕмсĕр полк» акцие пуçласа 2012-мĕш çулта йĕркеленĕ. Унтанпа паттăр тăвансен сăнӳкерчĕкĕсемпе урамсем тăрăх утасси ырă йăлана çаврăнчĕ. Çак уяв республикăра пурăнакансемшĕн çеç мар, Раççейре пурăнакан пĕтĕм халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Тĕп хулара акци кăнтăрла 12:00 сехетре пуçланĕ, 11:30 минутра халăх пухăнма пуçлĕ. Паттăрсене сăнлакан сăнӳкерчĕксене илсе тухакансем «Наци вулавăшĕ» чарăнăвĕнчен пуçласа хулари тĕп урампа хĕрлĕ тӳрем енне утса анĕç. Йĕркелӳçĕсем хутшăнакансене çанталăк кĕтменлĕхĕсене те шута илме ыйтаççĕ. Çумăр çума пултарĕ. Çавăнпа та çумăртан пытанма сунчăк мар, утма меллĕрех пултăр тесе шывран хӳтелекен «çатăрка тум» тăхăнма сĕнеççĕ. «Акцие хутшăнакансене шăп та лăп вăхăта килме ыйтаççĕ, ытла ир килни те вырăнсăр, çакă ывăнтарма пултарĕ», – палăртаççĕ тĕлпулура. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ çывăх çыннăмăрсем яланах пирĕн асăмăрта. Çавăнпа та вĕсене хисеп тăвасси кашнин тивĕçĕ. Çак шухăша тĕпе хурса кăçал та хутшăнакансем йышлă пуласса палăртаççĕ акцие пуçаракансем. Маргарита Мельникова, Сергей Емельянов