Пĕрле ĕçлес тĕллевлĕ
Çĕнĕ йышши техника пулăшăвĕпе усă курса социаллă тетелти çивĕч ыйтусене, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен порталтан янă çăхавсене шута илеççĕ. Яваплă ведомстăвна ярса параççĕ. Çак ĕçе пурнăçласа пырать те регион ĕç-хĕлне тимлекен центр. Республикăра пурăнакансем куллен кунта тĕрлĕ-тĕрлĕ ыйту вĕçтереççĕ. Кунта вай хуракансемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тĕл пулчĕ. Çулсене юрпа хӳсе лартнă-и, шыв е ăшă пама пăрахнă-и, юсав ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçламаççĕ-и – çак ыйтусене пĕтĕмпех регион ĕç-хĕлне тимлекен центр ĕçченĕçем социаллă тетельсенче тишкереççĕ. Кашни ыйтупа кунта тимлĕ ĕçлеççĕ. Ятарлă ведомствăсем тачă çыхăнура ĕçлес ыйтăва кĕске вăхăтра уçăмлатма тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов кунта йĕркеленĕ ĕçĕ пысăка хурса хакларĕ. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Патшалăх Канашĕн депутачĕсем центрпа эпир пĕрле ĕç туса пырасшăн, пĕрле ĕçлесшĕн. Вĕсем нумай та ĕçлемеççĕ, анчах пысăк опыт пуçтарнă, лăйăх йĕркеленĕ хăйсен ĕçне. Эпир те вĕсенчен пăхса пĕрле ĕçлесшĕн. Халь эпир хамăр приемный уçнă, ăна те ĕçлеттерсе ярасшăн». Сăмах май, Чăваш Ен наци телекуравĕ те Регион ĕç-хĕлне тимлекен центрпа тачă ĕçлет. Тăтăшах тĕрлĕ çивĕч ыйтăва уçăмлатма репортерсем республикăн тĕрлĕ кĕтесне çула тухаççĕ. Тачă çыхăнура ĕçлени ĕç тухăçлăхне самай ӳстерет. Çакна май халăх ыйтăвĕ те уçăмланать. Ĕçĕн тухăçлăхне шута илсе кунта вăй хуракансене Патшалăх Канашĕ тав çырăвĕсемпе чысларĕ, малашне те пĕрле ĕçлессине çирĕплетрĕ