Пĕр чăмăрта

Раççейри кашни регионăн хăватлă енĕсем пур. Самара, сăмахран, космос технологийĕсемпе малта. Чăваш Енре – электротехникăпа хими тытăмĕ вăйлă аталанать. Хăватлăхпа майсене пĕрлештерсен çĕнĕ проектсем пурнăçлама та ансатрах пулĕ. Çакна тума «Пуласлăхри инженери» ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕ пулăшмалла. Ăслăлăхпа вĕренӳ центрне 2019 çултах йĕркеленĕ. Пуçаракансен йышĕнче 6 регион – Самара, Чĕмпĕр, Пенза, Тамбов облаçĕсем, Мордва тата Чăваш Республикисем. Центра аслă шкулсем, предприятисем, ăслăлăх пĕрлешĕвĕсем кĕреççĕ. Вĕсем ют çĕршыри предприятисемпе те тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Сăмахран, Беларуç Республикипе. – Кашни регионăн уйрăмлăх пултарулăхне тĕпчесе палăртса хурса çак пултарулăхсене пĕрлештерсен çĕнĕ меслетсем çĕнĕ шухăшсем тупсассăн татах та аякра каякан тĕллевсене пурнăçа кĕртме майсем пулса пырĕç. Çавăнпа та çак ĕçе малалла эпир тата та хастарлăрах пурнăçа кĕртсе пыма тĕллевсем лартатпăр хамăр умма та. Ăслăлăхпа вĕренӳ центрĕ 6 регионти ăсчахсене пĕр чăмăра пухать. Вĕсем кунта пĕр-пĕрне усăллă сĕнӳ-канашпа пулăшаççĕ, кирлĕ хыпарпа тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ технологисем шухăшласа кăларассипе, проектсем çырассипе Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ республикăри тĕрлĕ предприятипе килĕштерсе ĕçлет. Иртнĕ пилĕк çулта çак ĕçе пурнăçлама аслă шкулта пĕр миллиард тенке яхăн тăкакланă. Университетăн ĕçченĕсем Евгений Кадышев центрăн премине, Рустам Александров Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă наградине тивĕçрĕç

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии