«4-мĕш влаç» ĕçченĕсем çул юсама пулăшаççĕ
Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕсем Пăрачкав районĕнче пурăнакансене пулăшас тĕллевпе шăтăк-путăклă çулсем çинчен репортаж хатĕрленĕччĕ. М-12 магистрале тунă çĕре Сиявăри карьертан хăйăр турттараççĕ пысăк тиевлĕ автомашинăсем. Кудеиха, Кожевенное, Сиява саласенче кун кунлакансем çула кам тата хăçан юсассине уçăмлатма ыйтнăччĕ. Çул тăвас ĕç 2024-мĕш çулччен пырать. Пăрачкав районĕнче пурăнакансем йывăр тиевлĕ машинăсем иртсе çӳренипе кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕччĕ. ВЛАДИМИР ОСИПОВ: «Инертлă материалсем турттарнипе республикăри 230 çухрăм çул арканать. Автодор – М-12 магистрале тутаракан тĕп компани. «Автобан» тĕп подрядчик сметипе килĕшӳллĕн чи пĕрремĕш тапхăрта Пăрачкав районĕнчи – «Пăрачкав-Мочкас», Гарт – Сиява, унтан «Йĕпреç – Кудеиха – Березовка» çулсене тирпее кĕртесшĕн». Çак ĕçсене пурнăçлама 607 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов çирĕплетнĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче Пăрачкаври çулсене юсама пуçлаççĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулне ашшĕ-амăшĕ савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илме пултарĕ, шкул автобусĕ чăрмавсăр çула тухĕ