Китай чĕлхине пĕлни сумлă
Юлашки çулсенче китай чĕлхи тĕнчере анлă сарăлса пырать. Миллиард çурăна яхăн çын çак чĕлхепе калаçать, вĕренме ăнтăлать. 80 000 ытла иероглиф. Чĕлхе кăткăслăхне пула ăна Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Хаçат-журнал вулас, иртен-çӳренпе калаçас кăмăллисен 3 000 иероглиф пĕлсен çителĕклĕ теççĕ ăсчахсем. Никита Бичурин ахальтен мар çак халăх культурине, хăйне евĕрлĕ чĕлхине тĕпчесе ытти халăх çыннине хăйĕн ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Китайри Аньхой провинципе Чăваш Ен 2016-мĕш çултанпа туслă çыхăнура. Чăваш наци вулавăшĕнче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнăранпа тĕрлĕ курав йĕркелесси, ăсталăх класĕсем ирттерни йăлана кĕнĕ пулăм темелле. Пуринчен ытларах куракансене Китай халăх апат-çимĕçĕ кăсăкланарать. Сăн ӳкерчĕксенче тӳрех хĕрлĕ тĕс ытларах курăнать. Чăн та – ку ăнăçу, ырăлăх палли иккен. Чăвашсем салма çиеççĕ пулсан, китайсем вăрăм лапша – вăл мĕн чухлĕ вăрăмрах, çавăн чухлĕ лайăхрах – вăрăм ĕмĕре пĕлтерет. Тĕрлĕ им-çампа тутлăлантарнă апата, паллах, кашниех кăмăлламасть. Пирĕн тăрăхра пурăнакансене вĕсен апатне хăнăхма йывăр тет Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ют чĕлхесене вĕрентекен Анна Сержантова. Китайра вăл пĕрре мар пулнă. АННА СЕРЖАНТОВА: «Шуей – китайла шыв тени. Китай çыннисем шыва пысăк пĕлтерĕш уйăраççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр сиксе тухсан чи малтанах вĕри шыв ĕçме хушаççĕ. Вăл ăш-чике тĕрлĕ каяшран тасатасса вĕсем çирĕп ĕненеççĕ». Наталья Платонова пĕрремĕш курсра вĕренет пулин те Китай çĕршывне кайса курас тĕллев лартнă. Çавăнпа тăрăшсах çак кăткăс чĕлхене вĕренет. Дорама курса вăл çак çĕршыв культурипе кăсăкланма пуçланă. НАТАЛЬЯ ПЛАТОНОВА: «Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне те китай чĕлхине юратнă. Презентаци тунă хыççăн çак çĕршывпа интересленсе кайрăм. Манăн Китай çĕршывĕнче юлташ пурăнать. Вăл Тяньсань ятлă. Эпĕ çак çĕршыва кайса курасшăн». Кураври сăн ӳкерчĕксемпе çеç çырлахмаççĕ çамрăксем. Китай информаципе культура центрĕнче вырнаçнă çӳлĕксем çинчи кĕнекесене тăрăшсах шĕкĕлчеççĕ. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин