«Атăл» вăхăтра çĕкленет-и?
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри пĕрлехи саккас службипе «ПМК-8» пĕрлешӳ «Атăл» стадиона тăвасси пирки килĕшӳ алă пусса çирĕплетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама патшалăх контракчĕпе 334 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство мĕнле тапхăрта пулнине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, республикăри спорт министрĕ Василий Петров вырăна тухса паллашрĕç. Йĕпе-сапаллă çанталăк-и, урамра хĕвел хĕртсе пăхать-и? Строительсем пĕр çеккунт та пушă лармаççĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне – 2024-мĕш çулччен – вĕсен «Атăл» стадиона спортсменсем валли уçса памалла. ЭДУАРД ЛЕОНТЬЕВ: «Физкультурно-оздоровительный комплекс тума пуçларăмăр. Ăçта пĕрремĕш блокне тунă, ăçта икĕ спортзал, икĕ тир пулать. Крыша витме, вентиляци лартма пуçларăмăр. Иккĕмĕш блокне пуçланă. 42 çын валли гостиница пулать. Пĕрремĕш блокра икĕ бассейн заливать турăмăр. Пĕчĕккине, пысăккине. Унта отделка пурнăçлама кăна юлчĕ». Реконструкци ĕçĕсене ирттерме 2021-мĕш çултах пуçланă. 3 çулта çак ĕçсене ирттерме 1 миллиард та 148 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра стадионта строительство ĕçĕсем 40 процент таран пурнăçланă. АЛИНА ИВАНОВА: «Пирĕн спорт шкулĕн бази çук. Çавăнпа та çак стадиона туса пĕтерессе эпир пурте кĕтетпĕр. Спортсменсем те, тренерсем те. Çак база пулсассăн спортпа туслă ачасен йышĕ нумайланĕ тесе шутлатпăр. Паллах, çак базăна пула чемпионсем çитерес килет». Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та ку питĕ пĕлтерĕшллĕ проект пулнине палăртнăччĕ. Çавăнпа строительство ĕçне Чăваш Республикин Правительстви тимлĕхре тытать. Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Георгий Кривошеин