Кĕтсе илме хатĕр
Луганск тата Донецк халăх республикисенчен куçса килекен 300 çынна Чăваш Ен кĕтсе илме хатĕрленет. Вĕсене «Вăрман юмахĕ» тата «Шанăç» санаторисенче вырнаçтарĕç. Республика Правительствин ятарлă ĕç ушкăнĕ санаторисене çитсе курчĕ. Кунти лару-тăрупа паллашрĕ. Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килекенсене тивĕçлĕ кĕтсе илеççĕ. Вĕсене валли мĕн пур услови туса панă. Ăшă та хăтлă пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерĕç. Çăвăнмалли, апат-çимелли пӳлĕмсем те таса та тирпейлĕ. ИРИНА ВОЛКОВА: «Вĕсем валли апат-çимĕç те хатĕрленĕ. Кунне 4 хут çитерĕпĕр. Ытти енчен мероприятисем те пулĕç. Вĕренмелли, шкула çӳремелли автобуссем хатĕрленĕ. Вĕсем кашни кун шкула çӳреме хатĕр пулĕç. Луганск тата Донецк республикинче пурăнакан халăх валли питĕ нумай хатĕрленеççĕ. Пурне те пулăшу ыйтатпăр эпир. Кам пулăшма май килет, тархасшăн, çавăнта килекенсене пулăшу тума хатĕррисене пурте хаваспах кĕтсе илĕпĕр». Халĕ тĕп тĕллев – çынсене кĕтсе илесси, вĕсене вырнаçтарасси тата медицина тĕрĕслевĕ иртересси. «Çак ĕçе хутшăнакан пур служба та ĕçе хатĕр», – палăртрĕ республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов. Санаторисен территорийĕнче çыхăну япăх тытать. Çавна май кунта вышка лартма палăртнă. Луганск тата Донецк халăх республикисенчен куçса киленсен ку енĕпе йывăрлăхсем пулмалла мар. Вĕсен хуть те хăш вăхăтра çывăх çыннисемпе çыхăнма май пултăр