Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022
Ă, ĕ, хӳреллĕ пăнчă. Чăваш чĕлхи орфографи, пунктуаци правилисене паян çĕршер çын аса илчĕ. Республикăра вуннăмăш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренӳ акцийĕ иртрĕ. Кăçал ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркелерĕç. Шупашкарта пурăнакансем виçĕ лапамра диктант çырма пултарчĕç: Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче. Пур çĕрте те вĕренӳ акцийĕ 12:00 сехетре пуçланчĕ. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн лапамне ытларах студентсемпе вĕрентекенсем пухăнчĕç. Вĕсене диктант çыртараканĕ – Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Ирина Лампасова пулчĕ. Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, Константин Петров педагог çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Ăна икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Андриян Николаев космонавт-летчика халалланă. ЕКАТЕРИНА СУДОВА: «Тексчĕ çăмăлах пулмарĕ тесе калатăп, мĕншĕн тесен кунта шухăшламалли самантсем те пулчĕç. Диктанта хатĕрленмен тесе те калама пулать, мĕншĕн тесен ку текста эпир паян пĕрремĕш хут илтсе-куртăмăр. Ман шухăшпа, «5» паллă илетĕп. Ытти çулсенче те «5» паллă илнĕччĕ, кăçал та «5» паллă илме шанатăп». 4-мĕш курсра вĕренекен Ангелина Ятманова та «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире çулсеренех 5 палла тивĕçет. Хальхинче те вăл кашни сăмаха тимлĕн итлесе çырчĕ. АНГЕЛИНА ЯТМАНОВА: «Йывăрри – пайăр ятсенче тата тӳрĕ пуплевре йăнăшма пулатчĕ тесе шуталтăп. Кашни çыннăнах тăван чĕлхепе калаçма кăна мар, тĕрĕс çырма та пĕлмелле тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра ку тата та акуталлă». Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Ахальтен мар, диктант çыракансен шучĕ те çулсеренех ӳссе пырать. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Нумай çул ĕçлекен профессорсем, преподовательсем, вĕрентекенсем те çак ĕçе хутшăнаççĕ, çав ĕнтĕ савăнтарать. Çамрăксем, ăс-тан пухнă çынсемпе пĕрле ларса диктант çырни». Диктанта аудиторире çеç мар, ĕçре те, килте те, шкулта та çырма май туса панă. Яланхи пекех текста Чăваш Ен Наци тата Тăван радио эфирĕсенче кăнтăрла 12 сехетре тӳрĕ эфирта пачĕç. ТАТЬЯНА ДЕНИСОВА: «Диктант текстне тĕрĕслекенсен йышĕнче паллă чĕлхе тата литература ăстисем. Пирĕн патра вырăс тата чăваш кафедрин ĕçченĕсем диктанта тĕрĕслĕç». Акцие хутшăннă кашни çыннах сертификат парса чысларĕç. Диктант пĕтĕмлетĕвĕсем вара çитес вăхăтра паллă пулĕç