Укçа хӳтлĕхре
Черет тăрсах илеççĕ. Раççейре пурăнакансем банксенчен укçа кăлараççĕ. Мул санкцисен аллине лекесрен шикленеççĕ. Çавнашкал сас-хура паян çĕршывĕпех сарăлчĕ. Телее, Чăваш Республикисенчи банксенче лару-тăру урăхларах. Çынсем пур, çапах та вăрăм черетсем çук. Вĕсем яланхиллех укçа илме, пулăшусемшĕн тӳлеме килнĕ. НАТАЛИЯ АЛЬГЕШКИНА: «Перекет банкĕ йĕркепе килĕшӳллĕн ĕçлет. Уйрăм çынсем тата юридици сăпачĕсем укçапа усă курма пултараççĕ. Перекет банкĕнче выртакан укçа республикăра та, унăн тулашĕнче те хӳтлĕхре. Пăшăрханма сăлтавсем çук. Чăваш Республикинчи пурăнакансене сас-хурана ĕненме кирлĕ маррине ыйтса калатăп».