Вырăна çитсе курчĕç
Чăваш Енре иртнĕ çулта 716 000 тăваткал метр çурт-йĕре хута янă. Кăçал та çак хисепрен кая мар пурăнмалли вырăн çĕклеме палăртаççĕ. Кун пирки паян Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов Патшалăх Канашĕн çурт-йĕр политикин тата инфратытăм аталанăвĕн комитечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Ларăва пухăниччен депутатсем Шупашкарти «Соляной» микрорайонти 5-мĕш позицие çитрĕç. Объектра ĕç вĕресе кăна тăрать, 90 çын вăй хурать. Иртнĕ çул авăн уйăхĕнчен кунта çĕнĕ подрядчик ĕçлеме пуçларĕ. Аса илтеретпĕр, çурта 2015-мĕш çултах çĕклеме пуçланă. Икĕ çултан ăна хута ямалла пулнă, анчах та пĕрлешӳ çука юлнă. 2019 çулта çурт чăрмавлисен шутне кĕнĕ. Иртнĕ çулăн вĕçĕнче объекта пая кĕрсе улталаннисен ирĕкĕсене хӳтĕлекен фонд хăй аллине илнĕ. Вăлах çурта туса пĕтермелле тесе йышăну тунă. ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Çулталăк пуçламăшĕнче эпир юлашки хут пулнăччĕ. Ĕçсем ун чухне пĕртак кая юлса пыратчĕç. Паянхи куна эпир ун чухне татăлни пирки апрель пуçламăшĕнче тухса пăхатпăр тесе шут тытнă пулнă. Чăнах та, паян юлса пыракан ĕçсене хăваласа çитнĕ паянхи куна подрядчик. Ĕçсем график тăрăх пыраççĕ». Подрядчик кăçал çурта çĕклесе пĕтересшĕн. Çитес çулта шалти ĕçсене пурнăçлама тата тавралăха тирпейлеме тĕллев лартать. Палăртнине пурнăçлама нимĕн те чăрмантармалла мар. Укçи-тенки те, материалĕсем те çителĕклĕ. Чылайăшне Чăваш Енрех туса кăлараççĕ. Сăмахран, каптăм каркас пайĕсене пуçтарасси. Ку енпе «Рекон-СМК» предприяти ĕçлет. ЕВГЕНИЙ АЛЕКСАНДРОВ: «Халь çакăнта эпир борт тăватпăр. Вĕсене кайран поддонсем çине лартаççĕ. Леш сĕтелĕ çинче поддонсене пуçтараççĕ. Кайран кунта бортсем лартаççĕ». Шкул çĕклемелле, ача сачĕ тумалла, культура çурчĕ хута ямалла. Çĕнĕ технологипе çакна тума хăвăртрах тата йӳнĕрех пулать. Çуртăн кăшкарне пуçтармалли пайсене – çивĕтти плитисене, колоннăсене – заводра хатĕрлеççĕ. Предприятин продукцине çĕршывра кăна мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Çĕршер завод çĕкленĕ, нумай хутлă чылай çурт хута янă. 26-мĕш çул ĕçлекен предприятине нимĕнле чару та хăратмасть. Ют çĕршывран кӳрсе килнĕ пайсене вĕсем 2015 çултах улăштарнă. Предприятинчен депутатсем «Çĕнĕ хула» микрорайона çитрĕç. Унăн аталанăвĕпе паллашрĕç. ПЕТР КРАСНОВ: «Çуртсемпе пĕрле çулсене инфраструктура – шкул, ача-пăча сачĕ те, лавккасем тата ытти – кирлĕ инфраструктурăна кĕрекен вырăнсем питĕ нумай. Пĕтĕмĕшле вăл хула. Уйрăм хула тесен те юрать, шӳтлесе каласан. Вăл аталанса пырать». Строительство материалĕсем хакланни, çурт тавралăхне хăтлăх кĕртесси, юхăннă çуртсенчен куçарасси тата ытти те. Ларура тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яврĕç. Вырăна çитсе курни, çурт çĕклекенсемпе калаçни, пĕрле тишкерни усăллă пулнине палăртрĕç пухăннисем. Алексей Зотиков, Николай Скворцов