Добавить
Уведомления

Грант панă

Раççей Федерацийĕн Правительстви Чăваш Республикине грант пама йышăннă. 524 миллион тенкĕ – Чăваш Енри ертӳлĕхĕн 2021-мĕш çулти ĕç-хĕлне çапла хакланă. Çак тĕреве республика пĕлтĕр те тивĕçнĕ. Кăçалхи укçа 15 процент ытларах. Çак нухрата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама яраççĕ. Ял хуçалăх тытăмне аталантарма 300 миллион тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çĕнĕ техника туянакансене ку укçапа хавхалантарĕç. Сăмах май, 2020-мĕш çулта çĕрпе ĕçлекенсем 948 техника туяннă пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту виç хут ӳснĕ. Хуçалăхсем пин çурă транспортлă пулнă. Грант укçине çакăнта яни техника паркне тата та çĕнетме май памалла. Сывлăх сыхлавĕ – ку енпе те пулăшу пулĕ. Пуçламăш звенона аталантарма тĕрев кайĕ. Çĕрпӳ, Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк районĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каймалла. Паллах, çурт-йĕр хăпартасси пирки те манмĕç. Çăмăллăх укçипе 7 е ытларах ачаллă çемьесене пулăшĕç. Вĕсем республикăра 19 çемье шутланаççĕ. Нумай ачаллисене пурăнмалли кĕтеслĕ пулма хыснара укçа пăхса хăварнă, унсăр пуçне грант шутĕнчен тата 102 миллион тенкĕ яма палăртаççĕ

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии