1600 усламçă хăйĕн ĕçне пуçарнă
Илем салонĕ, çу кăларакан производство, лавкка тата ытти те. Социаллă контракт пулăшнипе 3 çулта республикăра 1600 усламçă хăйĕн ĕçне пуçарма пултарнă. Бизнес уçас шухăш пур пулсан мĕнрен тытăнмалла? Патшалăх кӳрекен социаллă пулăшăва епле майпа тивĕçмелле? Çак ыйтусен хуравне усламçăсем валли йĕркеленĕ çавра сĕтелте пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те итлерĕ. «Выртан каска мăкалать, çӳрен каска якалать», – теççĕ халăхра. Çак каларăша паян хăйсен ĕçĕсене ăнăçлă аталантаракан усламçăсем те аван чухлаççĕ. Малтан вĕсен тĕллев пулнă пулсан – халĕ вара тупăш паракан ĕç. Анастасия Григорьева социаллă контракт пулăшнипе çулталăк çурă каялла хăйĕн пурнăçне суту-илӳ ĕçĕпе çыхăнтарнă. АНАСТАСИЯ ГРИГОРЬЕВА: «Эпĕ хам валли магазин уçрăм, мана питĕ килĕшет ку ĕç. Çынсемпе ĕçлетпĕр, çынсемпе калаçатпăр. Эпĕ 2 пĕччен ача ӳстеретĕп, çавăнпа мана ĕç пулни кирлĕ. Социаллă контракт пирки илтрĕм, кайса пăхрăм, заявлени патăм, вара çавăн пек ĕçлесе-ĕçлесе кайрăм». Ăнăçлă тĕслĕхсем – тин çеç услам ĕçне ура ярса пусакансене хавхалану кӳреççĕ. Ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисем тĕлпулра хайсен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç. НИНА ШЛЁНСКАЯ: «Хам çине ĕçлени, паллах, питĕ килĕшет темелле ĕнтĕ. Çемьепе те, ачасемпе те вăхăт çитереетĕп, хамăн вăхăта хама кирлĕ пек майлаштарма пултараятăп, хам патне килекен хĕрсене йышăнатăп тата çав хушăрах, ачасем манăн пĕчĕккĕ, уроксем тума та ĕлкерме пулать». Социаллă контракт – сахал тупăшлă граждансене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕ. Тĕрев укçине услам ĕçĕ-хĕлне, хушма хуçалăха аталантарма тата ятарлă ăсталăха алла илессипе çыхăннă профессиллĕ пĕлӳ илнĕ çĕре яма май пур. Тĕлпулура кашни усламçă ыйту пама пултарчĕ. Социаллă контрактпа тивĕçнĕ пулăшу хыççăнхи хушма çăмăллăх мелĕсене еплерех илесси, кризиспа çыхăннă йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр те кăсăклантарчĕ вĕсене. Çакнашкал тĕлпулусем çĕнĕ паллашусем йĕркелеме те пулăшассине палăртрĕç усламçăсем. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов