«Куккук куççулĕ»
Юхма Мишши çырнă «Куккук куççулĕ» хайлав тарăн шухăшĕпе палăрса тăрать. Кунта чăваш çыннин кун-çулне, унăн аталанăвне, хуйхи-савăнăçне, çав вăхăтрах йăли-йĕркине те сăнласа панă. Халĕ вара пьесăпа кĕнеке урлă çеç мар, сцена çинчен те паллашма май пур. Калмăк тăрăхĕнчен çитнĕ режиссер Борис Манджиев хайлавăн тĕшшине, унăн хăйнееверлĕхне куракан патне илсе çитерме тăрăшрĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче спектакль пуçланиччен кашниех хăйĕн ĕçĕпе аппаланать. Декораци таврашĕ вырнаçтармалла, артистсен вара куракан патне тухма хатĕрленмелле. Гримм, ятарлă тум-тир, шăпах та сăнарăн тарăнлăхне уçса пама пулăшаççĕ те. ДМИТРИЙ МИХАЙЛОВ: «Кашни роль вăл хăйне май кăсăклă. Хăйне май интереслĕ туса кăларма тăрăшмалла ăна. Ку вара вăл, чăнах та, пысăк роль тесе шутлатăп хамăн пурнăçра, артист ĕçĕнче ĕнтĕ. Пысăк рольсенчен пĕри вăл. Чăнах та, питĕ шалтан кăларса, шалтан выляма, халăх патне çитерме интереслĕ пулчĕ». Алипай. Тĕп сăнар. Шăпах, ăна калăплаканĕ Дмитрий Михайлов. Алипай пурнăçĕпе куракан кипке тапхăрĕнчен паллашма пуçлать те унпа пĕрле пурнăç çулне те утса тухать тейĕн. Пĕрремĕш юрату, çемье çавăрни. Кайран вара хăрушă вăрçă унăн пурнăçне еплерех улăштарнине сăнать куракан. Кашни саманта чунпа туйса илме çутă тата хушма артистсен вылявĕ пулăшса пырать. ТАТЬЯНА ЗАЙЦЕВА-ИЛЬИНА: «Массăллă сценăсем хăйне евĕрлĕ пулса тухрĕç пирĕн. Унта пирĕн тухатмăшсем те пулма тӳр килчĕ. Çавăн пекех эпир фраусем те пултăмăр, шуйттан чурисем те пултăмăр. Ку хăйне евĕрлĕ массовка чупса çӳрени кăна мар, кунта пирĕн ташăллă, психо-эмоционаллă состоянине кĕрсе кайса хăйне евĕрлĕ çавăн пек пулса тухмалла пулчĕ». «Куккук куççулĕ» студентсене те шухăша путарчĕ. Пурнăç тĕллевĕ мĕнре, çыннăн пурнăçĕ, малашлăхĕ еплерех черчен пулнине кашни куракан чунпа туйса илчĕ тейĕн. ЕГОР ИВАНОВ: «Питĕ килĕшрĕ паянхи спектакль. Туйамсене актерсем питĕ лайăх выляççĕ. Кашни туйăмĕ, вĕсен хусканăвĕ мана питĕ килĕшрĕ. Пăхнă чухне вĕç туйма пултаратăн. Тата эпĕ хам чăваш пулса, мана питĕ савăнтарать чăвашла спектакль пăхма. Тĕп геройĕ мана хăйĕн тăрăшуллăхĕпе, çирĕплĕхĕпе, вăйĕпе килĕшрĕ». Борис Манджиев çак спектакльпе çеç çырлахасшăн мар. Чăваш Ене тата та килсе çӳреме кăмăл пуррине палăртать вăл