Спортсменсене — стипенди
Кăçал çур çулта республикăри спортсменсем Чăваш Ен пухмачне 745 медальпе тултарнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 200-е яхăн ытларах ылтăн, кĕмĕл, бронза. Çак кăтартăвăн çимĕçĕ – пĕлтĕртен Чăваш Енре спортсменсене хавхалантарма пуçлани, лайăх кăтартусемшĕн стипенди пама тытăнни. 2020-мĕш çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çĕнтерӳ пъедесталĕ çине час-час тăракан спортсменсене хавхалантарасси пирки Хушу кăларчĕ. Пултаруллисем 5 пин çурăран пуçласа 25 000 тенкĕ таран хăйсен енчĕкне хулăмлатма пултараççĕ. Укçа виçи Раççей Федерацийĕнчи хăш спортăн пĕрлештернĕ командине лекнинчен килет. Тĕрев укçине пама пуçлани спортсменсен шухăшне те улăштарнă иккен, вĕсем урăх регионсемшĕн мар, Чăваш Ен пухмачĕшĕн ăмăртаççĕ. Кăçал çур çулта 180 спортсмен пулăшу укçине тивĕçнĕ. Вĕсем спортăн 28 енĕпе хăйсене кăтартма пултарнă. Республика хыснинчен маттур спортсменсем 14 миллион çурă тенкĕ илнĕ. Кăçалтан Хушура çĕнĕлĕх пур. Стипенди сумми вăл е ку спорт тĕсне олимп вăййисен программине кĕртнипе кĕртменнинчен килет. Стипенди илес тесен спортсменăн Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пулмалла, çавăн пекех Чăваш Республикишĕн пĕрремĕш номерпе ăмăртмалла