Чăн-чăн хӳтĕлевçĕ
Çирĕплĕх, хăюллăх, патварлăх тата вашаватлăх. Чи кирли вара тăван кĕтесе чунтан юратни, хăйсен ĕçне яваплă та тивĕçлĕ пурнăçлани. Çапларах енсемпе палăрса тăраççĕ те çĕршыв хӳтĕлевçисем. Александр Лаврентьев хĕсметре тăрса хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Анчах та кун çинче çеç чарăнса тăман, малалла та патшалăх тытăмĕпе хăйĕн пурнăçне çыхăнтарас тенĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çамрăк прокурорпа тата чи лайăх патшалăх айăплавçипе паллашрĕ. Александр Лаврентьев хĕсметри тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлама ĕмĕтленнĕ. Хăйне валли çапларах тĕллев лартса ĕмĕте пурнăçланă темелле. Паян та çар службине вăл ăшшăн, çав вăхăтрах мăнаçлăн аса илет. Сăнӳкерчĕксем вара çак тапхăра аса илтерекен ырă паллă пулса тăраççĕ. – Сăнӳкерчĕксене пăхнă май чунра мăнаçлăх туйăмĕ хуçаланать, мĕншĕн тесен хĕсметри тивĕçĕ çĕршывăмăрăн тĕп хулинче пурнăçлама май килнĕшĕн, Кремль картишĕнче, Собор тӳремĕнче присяга тытнăшăн чун савăнать. Паян Александр Лаврентьев хĕсметри пекех çирĕп йĕркене пăхăнма тăрăшать. Унсăрăн ĕçре ниепле те май çук тет вăл. Ĕçĕ вара яваплă. Александр суд сакки çине ларнă çыннăн шăпине палăртать темелле. Суд ларăвĕнче Александр айăплавçă тивĕçĕсене пурнăçлать. Вăл е ку пулăма çирĕплетекен хыпара тишкерме хăш чухне чылай вăхăт кирлĕ тет прокурор. АЛЕКСАНДР ЛАВРЕНТЬЕВ: «Саккун çыннисем те ытти çынсем пекех, вĕсен те кăмăл-туйăмĕ пур. Чылай чухне айăпланакан çынна шеллени те пулать. Хăш-чухне хĕрарăмсене те, çул çитменнисене те айăплама тивет». Çапах та кăмăл-туйăма айккине хăварса, çирĕп ăс-тăнпа йышăну тума тивет. Саккун пуриншĕн те саккун пулмалла. Маргарита Мельникова, Анна Цинтовская, Семён Антонов