Хатĕрленеççĕ
Пуçа минретекен хутăшсемпе ашкăнакансем тата хаяр шĕвек ĕçекенсем çынсене хăрушлăх кăтартаççĕ. Вĕсене вăхăтлăха обществăран уйăрмалла. Çакна шута илсе Чăваш Республикинче ятарлă учрежденисем çĕклеме палăртаççĕ. Халăхра ку çуртсене урăлтаркăч тетчĕç. Пĕрне хута яма тата тытса тăма 8 миллион тенкĕ ытларах кирлĕ пулать. Учрежденисене хальлĕхе хуласенче уçма палăртаççĕ. Çакă тата ытти ыйтăва паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесем пурăнмалли вырăна лайăхлатма пултараççĕ. Çакна тума вĕсене пĕр хут укçа тӳлевĕ параççĕ. Унпа çурт çĕклеме е хатĕр пӳрт илме май пур. Чăваш Енре халĕ çурт-йĕр сертификачĕпе те туллин усă кураççĕ. Кăçал кăна нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тĕллевпе республика хыснинче 137 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ку çăмăллăхпа 28 çемье пурăнмалли вырăнлă пулĕ. Вĕсенчен пĕр пайĕ шăпах çурт-йĕр сертификачĕпе усă курассине палăртнă. Ларури тепĕр ыйту – çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2022-2023 ăшă тапхăрне хатĕрлесси. Ку енпе ятарлă план хатĕрлĕç, ушкăн йĕркелĕç. Парăмсем пулсан вĕсене пăрахăçлас енпе ĕçлĕç. Хатĕрленӳ ĕçĕсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕçлемелле. Ăшă тапхăрне хатĕррине çирĕплетекен паспортсене чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен илмелле. Алексей Зотиков, Павел Иритков