Манмалла мар

Çар мухтавĕн музейĕнче те мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа уяв ирттерчĕç. Кунта вĕренекенсем паттăрсеме тĕл пулса калаçрĕç. Сăмах Федот Никитич Орлов çинчен пырать. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ ачаранпах летчик пулма ĕмĕтленнĕ. 1935 çулта вăл çарпа авиаци шкулне вĕренсе тухать. Пирĕн ентеше Николай Гастелло отрядне йышăнаççĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансен тылне 144 хут вĕçнĕ. Лартнă тĕллеве пурнăçламасăр каялла нихăçан та таврăнман. Вăрçăра кăтартнă паттăрлăхшăн 1942 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятпа чысланă. ЛЮДМИЛА СЕМЕНОВА: «Кашни çын валлиех уйрăмах ача чухнехи самантра, кирлĕ куç умĕнче тĕслĕх. Паттăрсем вĕсем кĕске пурнăçра уйрăмах тунă ĕç вăл, чăнах та, питĕ тĕлĕнтерет, хавхалантарать. Кашни çын пысăк çитĕнӳ тума пултарать пурнăçра». Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем сахал мар. Яшсемпе хĕрсен вĕсен пурнăçпе ĕç-хĕлне тишкермелле, вăрçă историне тарăннăн пĕлмелле. Вĕренӳ тытăмĕнче çак ыйтăва сахал тимлĕх уйăрни пăшăрхантарать çапăçăва хутшăннă ветерансене. ГЕННАДИЙ ЕГОРОВ: «Шкулта та вĕрентмеççĕ. Отĕчесвтеннăй вăрçă теççĕ – виçĕ йĕрке. Миçе çын вилнĕ? Миллион. Çавна манса каятпăр». Паллă ентешсен çулталăкĕнче вăрçă паттăрĕсене кăна мар, хальхи вăхăтра пурăнакан ентешсене те палăртмалла. Çитĕнĕкен ăру шăпах вĕсенчен тĕслĕх илет те. НАТАЛЬЯ ПЕТРОВА: «Паянхи кунсенче Чăваш Республикин паллă çынни Валерий Туркай пулса тăрать. Эпĕ унăн хайлавĕсене вулама юрататăп. Интернетра та вăл хăйĕн сăввисене час-часах çырса кăларать. Çавăнпа та çăмăлрах вĕсене вулама». «Кăсăклă сăввисене ачасене вуласа паратăп. Хайлавăн тĕп шухăшне пĕрле сӳтсе яватпăр», – палăртрĕ вĕрентекен. Тĕл пулусем малалла та пулĕç, ачасем тăван çĕршыва тата та хытăрах юратасса шанаççĕ музей ĕçченĕсем. Алексей Зотиков, Татьяна Трофимова, Сергей Емельянов

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии