Добавить
Уведомления

Çĕнĕлĕх çĕнĕлле ĕçлеме хистет

Кăçал 19 тăрăхра депутатсен суйлавĕ иртмелле. Ялсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пĕр шайлă управлени тытăмĕ çине куçаççĕ. Ял тăрăхĕсен ертӳлĕхĕн вырăнне вара территорири общество хăй тытăмлăхĕ йышăнма пултарать. Çак ыйтăва хускатрĕç те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи халăх канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Чăваш Енре иртнĕ çулта территорири общество хăй тытăмлăхĕсем, тепĕр майлă вĕсене ТОС теççĕ, 120 яхăн та пулнă. Анчах та вĕсем пурте ĕçлемен. Тĕслĕхрен, Етĕрнере çак тытăм хут çинче кăна пулнă. Паян ТОСсен хисепĕ 100-тен те чакнă. Ĕçе лайăх йĕркелесен вĕсем халăх влаçĕн витĕмлĕ элеменчĕ те пулма пултараççĕ. Вырăнта пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене татса параяççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен ĕçне вăйлатас тĕллевпех территорири общество хăй тытăмлăхне аталантармалли стратеги хатĕрленĕ. Унăн проектне ларура хакларĕç те. АЛЕКСАНДР КУЗНЕЦОВ: «Çак стратегине 29-мĕш июльте форумра йышăнма палăртатпăр. Кунта калас пулать, республикăра обществăлла палата нумай ĕç турĕ. Кашни территоринче активлă çынсем пур. Вĕсем хăйсен вырăнĕсене лайăх тăвасшăн. Пирĕн вĕсене пулăшмалла. Çак тĕллевпе тунă та çак стратегие. Эпĕ шанатăп, вăл республикăра пулать, çак ТОСсене республикăра тăватпăр». Территорири общество хăй тытăмлăхĕ вырăнта пурăнакансен ыйтăвне мала кăларакан тытăм. Шупашкарта вĕсем 61 танах, анчах нихăшĕ те юридици сăн-сăпачĕллĕ мар. Çав вăхăтрах Улатăрти 3 ТОС çак статуслă. Кирлĕ документсене хатĕрлесе саккун ыйтнă пек регистрацилени вара çула уçать. АЛЕКСАНДР КУЗНЕЦОВ: «Çак юридически орган тунă хыççăн Раççей Президенчĕн грандĕнче хутшăнса грантсем выляса илме пултараççĕ. Укçи те пулать, территори те пулать, ĕçлекен халăх валли ĕçĕ те пулать». Территорири общество хăй тытăмлăхне тăрăхсенче йĕркеленĕ чухне пуçаруллă çынсене явăçтармаллине палăртрĕç пухăннисем. Тульск облаçĕнче ку енпе лайăх ĕçленине шута илсе Чăваш Енри делегаци вĕсен опычĕпе паллашма çывăх вăхăтра çула тухĕ. Милена Алексеева, Алина Сусметова, Николай Скворцов

12+
27 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии