Танкран пĕртте кая мар

Чăваш Республикинче трактор тăвакансен историне çыраççĕ. Ака уйăхĕнче Шупашкарти «Промтрактор» заводра Т-30.03 çĕнĕ тимĕр ута пуçтарнă. Асăннă тĕслĕх ют çĕршыври бульдозерсенчен пĕртте кая мар. Т-30 теççĕ кĕскен ăна. Сăмах, танк пирки мар пулин те ку техника та питĕ хăватлă. Ăна тĕрĕслеме чĕрĕк ĕмĕр предприятинче ĕçлекен Василий Петрова шаннă. Техникăна килĕштернипе ĕç йăлăхтарманнине палăртать сăнавçă. 25 çулта миçе тимĕр ут тĕрĕсленине Василий Федорович шутлама та пултараймасть. Кашни çĕнĕ трактор ун алли витĕр тухать. Руль умĕнче ларнă чух тимĕр утпа пĕр чĕлхе тупнине палăртать Василий Петров. Т-30.03 бульдозер Т-25 тĕслĕхе улăштармалла. Унта 449 лаша вăйĕ. Вăл 51 тонна таять. Çак тимĕр ута çут çанталăк пурлăхне кăларма, çулсем тума, пысăк объектсем çĕклеме усă курма пулать. Тулта мĕнле шăв-шав пулсан та трактор кабининче шăплăх хуçаланать. ВАСИЛИЙ ПЕТРОВ: «Современный трактор, кондиционер пур, электрооборудованисем çĕнĕрен халь. Гидросистема та çĕнĕ. Импортный аналогсемпе танлашать». Танлашать кăна мар, чылай кăтартупа Т-30.03 ирттерет те. Сăмахран, тимĕр утра çĕнĕ трансмисси. Ку туртăма ӳстернипех пĕрлех хăватлăха перекетлеме те май парать. Ют çĕршыври тракторсем кунпа хальлĕхе мухтанма пултараймаççĕ. Тимĕр утпа Раççее кăна мар, ытти çĕршыва та тивĕçтерме хатĕррине пĕлтереççĕ предприятинче. Çакна тума нимĕнле чару та чăрмантармалла мар. Трактора пуçтарма саппас пайĕсем хамăр çĕршыврах пур. Эппин, çывăх вăхăтрах Чăваш Ен тĕп хулинче Т-30.03 çĕнĕ трактор конвейертан тухма пуçлĕ. Алексей Зотиков, Бахтияр Велиев

12+
51 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии